19 апреля 2017 г.
Чăваш кĕнеке издательствинче «Паянхи Чăваш Енĕн гербĕсемпе ялавĕсем» кĕнеке пичетленсе тухнă.
Раççей Президенчĕ çумĕнчи геральдика канашĕ регистрациленĕ республикăри вăйра тăракан гербсемпе ялавсене пуçласа пĕр кĕнекене кĕртнĕ Вадимпа Галина Шипуновсем.
Вадим Шипунов геральдист, чылай ялавпа гербăн авторĕ пулнă май, вĕсем пирки питĕ кăсăклă çырса кăтартнă.