19 апреля 2017 г.
Ака, 20
Физикăпа математика наукисен кандидачĕ Владимир Антонович МУКИН /Аслă Пăла Тимеш/ çуралнăранпа – 60 çул.
Ака, 21
Патшалăх, общество деятелĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн, Федераци Канашĕн, Чăваш АССР Министрсен Канашĕпе КПСС обкомĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Михаил Алексеевич МИХАЙЛОВСКИЙ /Аслă Пăла Тимеш/ çуралнăранпа - 70 çул.
Ака, 22
Çар служащийĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ Владимир Николаевич ДОБРОХОТОВ /Патреккел/ çуралнăранпа - 65 çул.
Ака, 24
Патшалăх служащийĕ, халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ Николай Кузьмич АРХИЛИН /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 85 çул.
Чăваш АССР ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Степан Иванович ЛАВРОВ /Тип Тимеш/ çуралнăранпа – 90 çул.
Ака, 27
Çар служащийĕ, 12 медале, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Геннадий Никандрович МАКАРОВ /Таяпа Энтри/ çуралнăранпа - 80 çул.
Ака, 28
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, III степень Ĕç Мухтавĕн орденне, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Анатолий Никитич СКВОРЦОВ /Тăрăм/ çуралнăранпа - 70 çул.
Ака, 28
«Раççей профсоюзне 100 çул» медале, Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Сергей Васильевич СКВОРЦОВ /Таяпа Энтри/ çуралнăранпа - 55 çул.