Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризм – хăрушă тăшман

19 апреля 2017 г.

Терроризмшăн нимĕнле чикĕ те çук. Вăл тĕне те, нацисене те, çĕршывсене те шеллемест. Унăн тĕллевĕ - çынсене, обществăна хăратса пусмăрласси.

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Санкт-Петербургри метрополитенри «Сенная площадь» тата «Технологи институчĕ» станцисен хушшинче взрыв пулни çинчен кашниех илтрĕмĕр ĕнтĕ. Взрыва пула 14 çын вилнĕ, 49-шĕ аманса больницăсенче сипленеççĕ. Теракта Киргизире çуралса ÿснĕ террорист-смертник пурнăçлани паллă. Хăш-пĕр информаци çăлкуçĕ тăрăх çак кун «Площадь Восстания» станцире те хăй тĕллĕн ăсталанă бомба тупнă, ăна çийĕнчех сиенсĕрлетни  чылай çыннăн пурнăçне тата сывлăхне упраса хăварнă. Çакăн евĕр инкеке сирес ĕçре халăх тимлĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле. Кирек ăçта та хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан, полици пайне, учреждени е организаци ертÿçине, транспорт хатĕрĕ çинче пулсан водителе пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çÿрене те пĕлтермелле. Карас телефонĕпе, радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курма тăхтăр.

Инкекрен сыхланни ытти чухне те кирлĕ. Енчен те эсир террорла акт çинчен информаци илтрĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла?Паллах, чи малтанах вут-çулăм кăларма пултаракан хатĕрсене чарса хумалла, газ пăрăхĕсене хупмалла, çунакан кăмакасене, каминсене сÿнтермелле. Хунар, медикаментсем, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв хатĕрлемелле, чÿречесене карăсемпе хупламалла.

Эвакуаци çинчен хыпар илтсен лăпкăлăха çухатмасăр кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе урама тухмалла.

Ушкăна пуçтарăнма, сирпĕнекен япаласен çывăхĕнче тăма юраманнине асра тытăр, çăлакан службăсен машинисене иртме пулăшса çула ирĕклетĕр, террористсен çулне пÿлме май паракан кирек мĕнле информацие те полици сотрудникĕсене пĕлтерме тăрăшăр.

Н.БАЙДУГАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика