15 апреля 2017 г.
информаци ресурсĕ республикăри кашни граждана чăрмавсем пирки тÿрех Республика Правительствине хыпар çитерме май парать.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 1157 ыйтупа сĕнÿ килнĕ. Хĕллехи тапхăрта халăхăн пысăк пайне /36 процент/ çул-йĕре, тротуарсене юртан вăхăтлă тасатса тăманнипе, çул пăрлаккипе çыхăннă ыйтусем канăçсăрлантарнă. Çак çитменлĕхсене пĕтернĕ хыççăн халăхăн 62,5 проценчĕ пурнăçланă ĕçсемпе кăмăллă пулнине палăртнă. Ыйтусен 12 проценчĕ хулаçум тата хула хушшинчи маршрутсен водителĕсем халăха пĕрлехи транспорт карттипе усă курма май туса паманнипе çыхăннă. «Пĕрлехи транспорт картти» ООО ĕçченĕсемпе пĕрле тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн ытлашши илнĕ укçа-тенке хуçисене тавăрса пама май килнĕ.
Çул-йĕр паллисене вырнаçтарас, светофорсене кăлтăксăр ĕçлеттерес енĕпе çыхăннă ыйтусем те çивĕч.