12 апреля 2017 г.
Людмила Горшкова, районти пенсионерсен союзĕн ертÿçи:
- Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн çиччĕмĕш сессийĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкерекен отчетне тимлĕн итлерĕм. Михаил Васильевич экономикăн тĕрлĕ отрасльне тишкерчĕ, малашлăхри ĕçе лайăхлатмалли çул-йĕре палăртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тĕп шухăшĕ - республикăна малашне те халăх интересĕсене шута илсе аталантармалла.
Мана, ĕмĕрĕпе ачасене воспитанипе пĕлÿ панă çĕрте вăй хунăскере, бюджет сферинче ĕçлекенсен шалăвĕ, 2015 çулхипе танлаштарсан, ÿсни савăнтарчĕ. Çавăн пекех пире, кукамай-асаннесене, виçĕ çултан иртнĕ пепкесене пурне те ача сачĕсене вырнаçтарни кăмăла çĕклет. Эпир çамрăк амăшĕ чухне ывăл-хĕре садике вырнаçтарма пит йывăрччĕ. Республикăри шăпăрлансене шкулчченхи ача сачĕсене 78 процент вырнаçтарнă пулсан, Елчĕкре виçĕ çултан иртнĕ ачасен 100 проценчĕ валли садикре вырăнсем пур.
Марина ПАВЛОВА, район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн отчетĕнче нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес ыйтăва та хускатрĕ. Çак категорине кĕрекен çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерес ĕç районта та 2011 çултанпа, ку енĕпе ятăрлă саккун вăя кĕнĕренпе пурнăçланать. Паянхи кун тĕлне çĕр лаптăкне тÿлевсĕр уйăрма ыйтса çырнă нумай ачаллă 186 çемье шутра тăрать. Вĕсене черете илессине нумай функциллĕ центр урлă йĕркеленĕ.
Ыйтса çырнисенчен 155 çемьене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ. Шел пулин те, çемьесем çĕр лаптăкĕсенче уйрăм çурт-йĕр çĕклеме васкаманни пăшăрхантарать.