Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ырлăхне курас тесессĕн, ан çывăр çуркунне çитсен

12 апреля 2017 г.

Çĕр ырлăхне курас тесессĕн, ан çывăр çуркунне çитсен

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева, ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен/фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, специалистсемпе механизаторсем, вĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ытти официаллă çынсем хутшăннипе акана тухас умĕнхи йăлана кĕнĕ районти анлă канашлу хальхинче ăнăçлă аталанакан «Сатурн» ялхуçалăх производство кооперативĕн никĕсĕ çинче иртрĕ.

Малтан Çĕнĕ Пăва ялне пырса кĕнĕ вырăнти çеремлĕ лаптăкра ретĕн-ретĕн лартса тухнă çĕнĕрен те çĕнĕ ялхуçалăх техникипе паллашрăмăр. Ÿсен-тăран культурисен лаптăкĕсенче  им-çам сапма усă куракан ГВАРДА-5 йышши ятарлă техникăна ытахальтенех туянман.  Хальхи вăхăтра унсăрăн май та çук, вăл мĕн тери кирлĕ пулнине яланхи ĕçре уççăн курса тăратпăр. Аслă Таяпара вăхăтлăха усă курма илнĕ анасене илес пулсан та «Сатурнăн» пĕтĕмĕшле усă куракан çĕр лаптăкĕ  1174 гектар анчах шутланать. Çакна кура тĕш тырă валли кăçал та 670 гектартан ытла ана уйăрма çукки  паллах. Ун вырăнне кунта кашни çул тухăçлă тыр-пул пухса кĕртеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕçе те пĕлсе йĕркеленине пула пысăках мар хуçалăхшăн тупăшĕ те çителĕклех. Апла мар пулнă пулсан иртнĕ çул никамран 1 тенкĕ кивçен укçа илмесĕр 4 миллион тенкĕлĕх ялхуçалăх техники туянайман пулĕччĕç. Мĕн тунипе анчах лăпланса ларма та шутламаççĕ. Юрий Викентьев председатель палăртнă тăрăх, кăçал ака ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăнах пăру витине тĕпрен реконструкци тума тытăнмалла. Ĕçĕ - пысăк, ун валли те 5 миллион тенкĕрен кая мар кирлĕ. Укçана шутлама, ăна алăра çирĕп тытма пĕлекен хуçалăхра фермăри реконструкци ĕçĕсене те кредит илмесĕр, хăйсен укçи-тенкипе тума палăртаççĕ.

Районти канашлу ĕçне хутшăннă, пурнăçĕсене ялхуçалăхĕпе çыхăнтарнă çынсемшĕн «Рассвет» ЯХПКпа «Нива» агрофирма» ОООра, Юрий Цветков фермер усă куракан  техника хатĕрĕсемпе паллашма та кăсăклă пулчĕ.

...Районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине малтан комиссипе тĕрĕслесе хак панă хыççăн лару-тăру уçăмлăн паллă. Пĕтĕмлетсе калас пулсан, хальхи вăхăтра пирĕн район территорийĕнче  пусăçаврăнăшне кĕмен  пĕр пусăм çĕр лаптăкĕ те çук. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усăллă, тухăçлă усă курас тĕлĕшĕпе Елчĕксем ахальтен-и республикăра та чи лайăххисен шутĕнче. Иртнĕ çул Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин коллегийĕнче кĕрхи культурăсене акса хăварма йышăннă плана та туллин пурнăçланă,  кĕр тыррисене пĕтĕмпе 6350 гектар çинче  акса хăварнă.   Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем лайăх хĕл  каçнă. Çакă, чи малтанах,  çанталăк условийĕнчен, кĕр акине агротехника йĕркине пăхăнса пурнăçланинчен те нумай килнĕ. Районти çĕр ĕçченĕсем яланхи пекех кĕр тыррисенчен кăçал та пысăк тухăç алла илес ĕмĕтпе пурăнаççĕ.

Ÿсен-тăран культурисене ялхуçалăх предприятийĕсенче кăçал - 28557,  хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче - 11485, пурĕ 40 пин гектар акса хăварма, çав шутран тĕш тырă культурисене 22 пин гектар çинчен туса илме  ĕç планĕ çирĕплетнĕ. Пăрçа лаптăкĕ - 1000,  техника культурисем 100 гектартан кая мар пулмаллине те пĕлетпĕр. Унсăр пуçне, выльăх апачлĕх культурăсен /пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем, тымар çимĕç, куккурус/ лаптăкĕсем 17042 гектар йышăнмалла. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр, кĕрхи çĕртме сухине пĕтĕм лаптăкра пурнăçласа хăварни те ĕç пахалăхне тата хăвăртлăхне ÿстерме пулăшмалла.

«Победа» ООО, «Комбайн», «Сатурн», «Труд» ЯХПКсенче, Юрий Цветков тата Анатолий Петров фермер хуçалăхĕсенче çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе туллин саппасланнă.

- Ытлашши - çитменни мар, - теççĕ вĕсен ертÿçисем.

Ялхуçалăх культурисен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх статусне йышăннă Юрий Цветков фермер, «Комбайн», «Сатурн» хуçалăхсем минераллă удобренисене чи нумай туянма укçа-тенкĕ çитернисен шутĕнче. «Рассвет» ЯХПК, «АСК-Яльчики», «Клевер», «Эмметево» ОООсем те вĕсене кирлĕ таран кÿрсе килнĕ.

Вăрлăхсем те çителĕклĕ, вăл ака кондицине тивĕçнĕ. Пысăк репродукциллĕ /ПР-2/, элита вăрлăхсене кăçал 840 тонна туяннă.

- Мĕн акатăн - çавă шăтать. Малашне те чи лайăх вăрлăхсемпе усă курассине  тĕпе хумалла, - терĕ канашлу ĕçне ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин.

Акана тухиччен шутлă кунсем тăрса юлнине кашни самант систерет: çĕрлехи вăхăтра çанталăк шăнтнипе усă курса ялхуçалăх предприятийĕсенче пĕрин хыççăн тепринче çак кунсенче кĕр тыррисене минераллă удобренисемпе апатлантарма тухрĕç. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов çакăн пирки палăртса каланă май çак ĕçе пурнăçлама пурĕ 34 техникăна явăçтарнине, 1 агрегат пуçне шутласан 179 гектар чухлĕ ĕç калăпăшĕ тивĕçнине пĕлтĕмĕр. Ялхуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илессинче тăпрари нÿрĕклĕх мĕнле пулни тĕп вырăн йышăнать. Кăçал, пушшех, хирте юр сахал. Çĕрлехи вăхăтра çак вăхăтченех самай шăнтса тăнинчен вара нимĕн усси те çук - акана тухас вăхăта анчах тăсса пырать. Тăпрари пур пек нÿрĕкпе усă курса юлас тесен кашни ĕçе  вĕçе-вĕçĕн, пахалăхлă йĕркелесе пыма ĕлкĕрмелли куç-кĕрет. Ялхуçалăх пайĕн начальникĕ акара кая юлас, каю шăтарас мар тесен хаклă вăхăтпа туллин усă курмалли тата уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан кашни йышши техникăна мĕн чухлĕ ĕç калăпăшĕ тивĕçни çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Сăмах май, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи 3 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме те вăхăт. Çак тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче 734,7 тонна аш-какай, 7724,4 тонна сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, «Яманчурино» ООО, «Рассвет» ЯХПК, «Прогресс» АХО тата «Урожай» ООО аш-какай туса илессине, «Яманчурино» ООО, «Победа» ООО, Ленин ячĕллĕ ЯХПК тата «Эмметево» ООО сĕт туса илессине ÿстернĕ. Виçĕ уйăхри тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче 14308 пуç мăйракаллă шултăра выльăха /506 пуç ытларах/ шута илнĕ. Пĕр ĕнерен 1312 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 21 килограмм ытларах сĕт сунă. Выльăх-чĕрлĕхрен тивĕçлĕ шайри продукци туса илес тесен вĕсене сывă та тĕреклĕ çитĕнтермелле. Профилактика мероприятийĕсем çинчен районти ветеринари станцийĕн ертÿçи Ирина Николаева чарăнса тăчĕ.

Ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансене кредитпа тивĕçтерессин йĕркисемпе «Россельхозбанкăн» районти уйрăмĕн управляющийĕ Алексей Миллин паллаштарчĕ.

...Тыр-пул туса илессипе республикăра та яланах малтисен ретĕнчи Елчĕк районĕнче кăçал та тухăçлă тĕш тырă алла илмелли майсем çителĕклĕ. Чи кирли - инкек-синкек пуласран асăрханасси. Апла пулсан, ертÿçĕсен ĕçлекене пур енĕпе тивĕçлĕ условисем туса памалла. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ĕçлессишĕн, чи малтан, кашни çыннăн хăйшĕн-хăй яваплă пулмалла.

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика