12 апреля 2017 г.
Апрелĕн 14-15-мĕшĕсенче Раççейри мĕнпур налук инспекцийĕнче уçă алăксен кунĕ иртет.
Комсомольскинчи налук инспекцийĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, халăха пĕрремĕш кун - 9 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, иккĕмĕш кун 10 сехетрен пуçласа 15 сехетчен йышăнаççĕ.
Çак мероприятин тĕп тĕллевĕ - халăха налукпа çыхăннă саккунсемпе тата уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налукăн декларацине тăратас йĕркесемпе, налук службин онлайн-сервисĕсемпе мĕнле усă курмаллипе паллаштарасси, документсене инспекцине электронлă майпа ярса пама хăнăхтарасси.
Налук тÿлекенсен ытти ыйтăвĕсем çине те хуравлĕç специалистсем.