Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçри улшăнусем

12 апреля 2017 г.

Пурнăç шав малаллах. Манăн пурнăç тăршшĕнче те мĕн тĕрлĕ улшăну анчах пулса иртмерĕ.

Эпир çăкăр пĕçерме те манса пыратпăр мар-и; Халĕ ăна лавккасене, Елчĕк пекарнисĕр пуçне, таçтан та кÿрсе килсе параççĕ: Шупашкартан, Канашран, Çĕмĕрлерен, Тутар Республикинчен тата ытти çĕртен те. Пĕр вăхăтра хамăр районти пекарньăсемех çăкăр пĕçерсе халăха çăкăрпа тивĕçтеретчĕç. Аслă Таяпара, Аслă Пăла Тимешре, Елчĕкре пекарньăсем пулнă. Вĕсем кашни ялтах пулмалла тесе те калатчĕç. Самана улшăннă вăхăтра Елчĕкри пекарня анчах тытăнса юлчĕ. Çăкăр-батонпа районта пурăнакансене предпринимательсем тивĕçтерме тытăнчĕç. Хăна-вĕрле пуçтарма шутласан та лавккасенче тĕрлĕ йышши кукăль, ...булка мĕн кирли - пурте пур, сĕтел самантрах тулса та ларать. Килте чуста çăрса аппаланасси те çук. Укçа-тенки ытлăн-çитлĕн пулсан лавккасенче ытти ĕçме-çиме те лăк тулли. Акă епле ансат пурнăçпа пурăнатпăр.

Эпир çамрăк чухне вара çăкăр çиесси çăмăл пулман. Ялта виçĕ çил арманĕ пурччĕ. Вĕсене ăста алăллă çынсем туса лартнă. Çак армансем  çиллĕ çанталăкра çунаттисене сулкаласа кăлтăр-кăлтăр çаврăннă сасă ял тăрăх саланатчĕ. Çынсем васкаса михĕсене тырă тултарнă та  кÿме ураписемпе туртса çил арманне васканă. Хăвăртрах арман авăртма черет йышăнасчĕ тенĕ. Черет çитессе кĕтсе çĕрĕпех сыхласа ларнă. Аннесемпе пĕрле эпир те, ачасем, унта çитсе лараттăмăр, арман çуртĕнче пуçтарăнса ларнă çынсем калаçнине хăлхасене тăратса итлеттĕмĕр. Çил лăплансан арман та чарăнса ларатчĕ. Апла пулин те ял çыннисем çак виçĕ арманта авăртнă çăнăхран çăкăр пĕçерсе, тăранса пурăннă. Каçран кăвас чĕресĕпе чуста хурса лартатчĕç те ирхине çăрса хуратчĕç. Чуста хăпарсан кăмака хутса янă, кăварĕ шăраниччен тытатчĕç, кайран кăмака тĕпне кĕлне шăлса тасатса кăларатчĕç,  ятарласа ăсталанă çаврака кĕреçе çине çăкăра хурса кăмакана чикетчĕç. Пĕр кăмакара 7-8 çăкăр пĕçернĕ. Ăна нумай  вăхăт çисе пурăннă. Хăш чухне юлашки çăкăрĕ кăвакарма та пуçланă. Кăвакарнине те асаннесем «укçа тупатăр» тесе пире çитеретчĕç. Çакă сывлăхшăн сиенлĕ пулнине те пĕлмен çав вĕсем.

Пирĕн ялта 1964 çулта электричество кĕртнĕ. Çавăн хыççăн пурнăç йăлтах улшăнчĕ. Çил арманĕсем те урăх кирлĕ пулмарĕç. Григорий Григорьевич Шадриков колхоз председателĕнче ĕçлеме тытăнсан ялта пысăк мехмельница туса лартрĕç. Ял халăхĕ унта шурă çăнăх авăртма çÿрерĕ - шурă кулачă çиме тытăнтăмăр. Ăна та ансат кăна - электрокăмакасенче пĕçерме тытăнчĕç, кăмака хутса аппаланма пăрахрĕç.

Çăмăлтан çăмăл пурăнма пуçларăмăр. Хальхи вăхăтра мехмельница та кирлĕ мар. Апла пулин те кашни кун çемçе çăкăр çиетпĕр. Ăна лавккана кайса анчах туянмалла. Малашне те лайăххи кăна пултăрччĕ.

О.МИРОНОВА.
Таяпа Энтри ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика