12 апреля 2017 г.
Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2013 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнчи 450н номерлĕ приказĕпе килĕшÿллĕн донорсене çулсерен паракан укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли йĕрке улшăннă.
«Раççейĕн тава тивĕçлĕ донорĕ» тата «СССР тава тивĕçлĕ донорĕ» кăкăр çине çакмалли паллăсене тивĕçнĕ çынсене çулсерен укçа-тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Вĕсем çак çăмăллăха илес тесен Раççей Федерацийĕн субъекчĕн патшалăх влаçĕн полномочи панă органне пурăнакан вырăнта заявлени çырса памалла.
Чăваш Енĕн территорийĕнче пурăнакансем, «Раççейĕн тава тивĕçлĕ донорĕ» тата «СССР тава тивĕçлĕ донорĕ» кăкăр çине çакмалли паллăсене тивĕçнĕ çынсем 2017 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен çулсерен паракан укçа-тенке илме Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине, çавăн пекех çак министерствăн «Республикăри юн паракан станци» бюджет учрежденине ыйтупа тухмалла.
Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Халăха социаллă пулăшу ĕçĕсем паракан центр» хысна учрежденийĕн Елчĕк районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕ донорсене çулсерен укçа-тенкĕ тÿлес енĕпе полномочи панă орган шутланмасть пулин те, заявленисене йышăнать.
А.ТЕЛЛИН,
социаллă хÿтлĕх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.