12 апреля 2017 г.
Ачасен çуллахи канăвĕ те çывхарать. Çавна май халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр йывăр лару-тăрура пурăнакан тата ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Апрель уйăхĕнче ывăл-хĕрне хула тулашĕнчи лагерьсене канма ярас текен çемьесенчен заявкăсем йышăнма пуçланă.
Кăçал республикăн Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пирĕн района 60 путевка уйăрнă. Путевка хакĕ 13767 тенкĕпе танлашать. Маларах асăннă категорири çемьесем путевка хакĕн 5 процентне çеç тÿлеççĕ. Тÿлевсĕр путевкăсемпе пилĕк е ытларах пепке çитĕнекен çемьери ачасене, инвалид ачасене тата ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ятарлă вĕренÿ организацийĕсенче вĕренекенсене тивĕçтереççĕ.
Путевка илес тесен ашшĕ-амăшĕн /е саккунлă представителĕн/ халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центра пырса /Елчĕк ялĕ, Пушкин урамĕ, 1-мĕш çурт /ВДПО/ заявлени тата тĕрлĕ документсем /ашшĕн е амăшĕн паспорт копийĕ, ача çуралнин свидетельствин копийĕ, ачан страхлав медицина полисĕн копийĕ, ача инвалид пулнине, ачана усрава илнине, сахал тупăшлă çемье пулнине ĕнентерекен справкăсем/ тăратмалла.
Ачан ашшĕ-амăшĕ сусăр, çемьене тăрантаракан çук пулсан, ашшĕ-амăшĕ ĕçсĕр, çемьен пурăнмалли вырăнĕ çук пулсан та вĕсенчен заявленисем йышăнатпăр.
З.ОРЛОВА,
центрăн пай пуçлăхĕ.