08 апреля 2017 г.
Николай Малышкин, Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕк шкул директорĕ, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи:
- Кирек хăш халăх та хăйĕн тăван чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине хаклать. Районта пурăнакан çын чи малтанах район хаçатне алла тытса вулать. Хăйне хисеплекен ентеш 85 çул тухса тăракан район хаçатне çырăнса илетех пулĕ тесе шухăшлатăп. Маншăн сывлăшпа танах вăл.
Серафима Терентьева, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи:
- Район хаçачĕ пурнăçпа тан утать. Чи килĕшекенни - çамрăксене аслă ăрури çынсен пурнăçне сăнласа воспитани пани, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен кун-çулне «Мĕнле пурăнатăн, ялти ватă?» рубрикăра çырса паянхи çамрăксене паллаштарни. Район хаçачĕ – район тĕкĕрĕ. Хаçатри кашни автор маттурлăхĕпе палăрать. Эрнере икĕ хутчен тухакан «Елчĕк ене» чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Ăна кашни ватă илсе вулатăр. Вăл пирĕншĕн кĕтнĕ тус.