08 апреля 2017 г.
Юлашки вăхăтра республикăра велосипедсем, скутерсем тата мопедсем вăрланă тĕслĕхсем нумайланнă.
Преступниксем ытларах чухне «тимĕр утсен» хуçисем тимсĕр пулнипе усă кураççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çак транспорт хатĕрне лавкка, кафе, тĕрлĕ предприяти, организаци умне тăратса хăварать. Лешĕ вара хуçи тухнă çĕре «ураланать».
Дачăсенчен, çурт подъезчĕсен умĕсенчен те вăрлаççĕ асăннă транспорт хатĕрĕсене.
Çанталăк ăшăтса пынă май çак транспорт хатĕрĕпе çула тухакансен шучĕ йышланать. Çавăнпа та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, хăйсен пурлăхĕшĕн яваплăха туйма, транспорт хатĕрне никамсăр урама пăрахса хăварасран асăрханма ыйтаççĕ. Енчен те таврара паллакан çынсем пулмасан вĕсене ятарлă çăрасемпе тимĕр картасем çумне çирĕплетсе хăварма тăрăшăр.
«Тимĕр ута» çухатнă хыççăн шыраса тупса каялла тавăрасси иккĕленÿллĕ.
В.МЕКШЕЕВ.