05 апреля 2017 г.
Районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче графикпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ техника тĕрĕслевĕ кашни çулхи пекех «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕнчен пуçланнă.
Ялхуçалăх предприятийĕнче техника тĕрĕслевне ирттерме яланхи пекех тĕплĕн хатĕрленнĕ. Акана хутшăнакан ялхуçалăх машинисене - тракторсемпе прицепсене нумай çул ĕçлесе хăйĕн ĕçĕнче пысăк опыт пухнă Николай Енедеров тĕп инженер ертсе пынипе шанчăклăн юсаса хатĕррисен ретне лартнă. Механизаторсем те хăйсен тивĕçне лайăх ăнланакан çынсем, ку енĕпе вĕсен ăсталăхĕ пысăк. Вĕсем: Валерий Сергеев, Михаил Петров, Сергей Баймушкин, Михаил Александров, Георгий Сергеев тата ыттисем те.
С.АНАТОЛЬЕВА.
Çуракине тÿрремĕн хутшăнса ĕçлекенсем: Михаил Александров, Вячеслав Мясников, Виталий Чернов, Алексей Чернов тата Михаил Петров.