05 апреля 2017 г.
Çĕнтерÿçĕне палăртнă
«Çулталăкри вĕрентекен – 2017» конкурсăн районти тапхăрĕ хыçа юлчĕ.
Çак сумлă ята çĕнсе илессишĕн «Уçă дискусси» мероприятинче пилĕк вĕрентекен тупăшнă. Районти конкурс çĕнтерÿçи Çĕнĕ Пăвари истори учителĕ Алексей Смирнов пулса тăнă. Лауреатсен йышĕнче - чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем Г.Каринкинăпа /Елчĕк/ В.Воронова /Курнавăш/, ют чĕлхесен вĕрентекенĕ Р.Федорова /Кивĕ Эйпеç/ тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Журавлева /Хăвăлçырма/.
Алексей Петрович район чысне республикăра хÿтĕлет.
«Земство тухтăрĕ» программăпа
Раççей Федерацийĕн «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн республикăра курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ.
2012-2014 çулсенче çак программăна ялсене ĕçлеме килекен 35 çула çитмен медицина ĕçченĕсем хутшăннă пулсан, 2015 çултан ÿсĕме 45 çула, 2016 çулта вара 50 çула çитиччен тăснă.
«Земство тухтăрĕ» программа ĕçе кĕнĕренпе республикăри ялсенчи медицина учрежденийĕсене 278 врач килнĕ. Вĕсене килĕшÿ тăрăх пĕр хутчен компенсаци тÿленĕ. Çак тапхăрта пирĕн района 14 тухтăр килнĕ, вăл шутран пĕлтĕр - 3. Çав вăхăтрах икĕ тухтăр ялта пилĕк çул ĕçлесе пурăнмалли килĕшĕве вăхăт çитмесĕрех татнă, патшалăх тÿлевне каялла тавăрса панă.
Хыçра - тăхăрвунă çул
Тăхăрвунă çула хыçа хăварнă Таяпа Энтринчи Ольга Ильинична Смирнова.
Çак çулсем хушшинче сахал мар хура-шур курнă тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи çулĕсем унăн чĕринче уйрăмах тарăн йĕр хăварнă. Мăшăрĕпе Алексей Александрович Смирновпа 7 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Паянхи кун ватă Кĕçĕн Таяпари Людмила хĕрĕ патĕнче пурăнать.
Сумлă юбилей ячĕпе Ольга Ильиничнăна тăванĕсемпе çывăх çыннисем, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕн тата культура ĕçченĕсем саламланă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров кинемее Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн саламне парса чысланă, асăнмалăх парнепе хавхалантарнă.
Республикăра - иккĕмĕш
Кире пуканĕ йăтакансем Канаш хулинче Чăваш Республикин кубокĕшĕн тупăшнă.
Ăмăртура районăн пĕрлештернĕ команди, Шупашкарсене çеç мала ярса, иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Уйрăм спортсменсен çитĕнĕвĕсем те пысăк. Д. Енедеров /Тăрăм/, Д.Курчин /Курнавăш/, М.Зайцева /Аслă Шăхаль/ - пĕрремĕш, А.Иванова /Кипеç/, А.Данилов /Тÿскел/, Т.Козлова /Кĕçĕн Таяпа/ - иккĕмĕш, Н.Петров /Тÿскел/, М.Николаева /Курнавăш/, В.Кириллов /Лаш Таяпа/, О.Николаев /Ĕнел/ - виççĕмĕш вырăнсенче. Д.Енедеров 2 пăтлă кире пуканне кăкăр çинчен 56 хут тĕртсе Чăваш Ен кубокĕн абсолютлă çĕнтерÿçи ята тивĕçнĕ. Т.Козлова Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.
Асăрханулăх пăсмасть
Вут-кăвар пысăк сиен кÿни кашни çыншăн, уйрăмах пĕччен пурăнакан ватăсемшĕн, паллă.
Çакна тĕпе хурса халăха социаллă пулăшу паракан центрăн специалисчĕсем, пушар асăрхавĕн инспекторĕ С.Сардаев Шăмалак тата Яманчÿрел ялĕсенче пĕччен пурăнакан 19 çын, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, вăрçăра пуçне хунисен 5 тăлăх арăмĕ, нумай ачаллă 4 çемье, ăнăçсăр шутланакан 5 çемье патне çитнĕ, вĕсемпе пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалли пирки калаçусем ирттернĕ.