Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçи-тенкине хăйсемех куçараççĕ

05 апреля 2017 г.

Укçи-тенкине хăйсемех куçараççĕ

Юлашки вăхăтра карас телефонпа е электронлă хатĕрсемпе усă курса укçа-тенкĕ вăрлакан преступниксенчен халăх хур тÿснине час-часах илтме пулать. Ултавлă майпа вĕсем граждансен тĕрлĕ счечĕсем çинчен электронлă  майпа укçа-тенкĕ вăрлаççĕ, е иккĕмĕшсем укçи-тенкине хăйсемех куçарса параççĕ. Çак темăна эпир ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçин ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан А.Алексеевпа тĕл пулсан хускатрăмăр.

- Алексей Константинович, чи малтанах вулакана преступниксем мĕнлерех схемăпа ĕçленине каласа кăтартсамăр.

- Асăннă преступленисене 4 ушкăна пайлама пулать: «Интернет урлă тавар туяннă чух улталани», «телефонпа усă курса пурнăçланă ултав», «мобильлĕ банк», «вирус». Ултавçăсен ĕçĕ-хĕлĕн схеми çакăн евĕр. Тĕслĕхрен, вĕсем «AVITO» йышши интернет-сайтсене мĕнле те пулсан тавар сутасси пирки информаци вырнаçтараççĕ. Пĕлтерÿре телефон номерне /номерĕ хăйĕн мар, паллах/ тата суя ят кăтартаççĕ. Суйланă таваршăн «хуçа» клиента япалан тулли хакне банк картти çине куçарма ыйтать, япалине парассине шантарса тĕлпулăвăн вăхăтне тата вырăнне пĕлтерет. Укçа-тенке куçарса панă хыççăн çакскер çухалать, телефон симкипе те текех усă курмасть.

Е тата граждансен телефонĕсем çине çакăн евĕр СМС килет: «Сирĕн карта ĕçне чарса хунă. Çакăн евĕр телефонпа /номерне сĕнеççĕ/ çыхăнăр. Сирĕн Сбербанк». Хăраса ÿкнĕ çынсем асăннă номерпе шăнкăравлаççĕ. Хăйсене банк работникĕ евĕр паллаштарнă хĕрарăм е арçын телефон хуçисене  çывăхри банкомат патне кайса тĕрлĕ операци пурнăçлама, хăйсем палăртнă номер çине укçа-тенкĕ куçарма сĕнеççĕ.

- Халăх преступниксен кĕсйине хăйĕн аллипех укçа-тенкĕ куçарса парать эппин?

- Çапла. Çынна час шанакансем преступниксен аллине хăвăрт çакланаççĕ, электронлă майпа ултавçăсене хăйсемех укçи-тенкине куçарса параççĕ.

Çакăн евĕр тепĕр тĕслĕх çинче те чарăнса тăрар. «Анне, манăн пысăк чăрмавсем, ман номер çине укçа хур. Ман патăма ан шăнкăравла, кайран ăнлантарса парăп», «Анне, мана укçа кирлĕ. Ывăлу. Хĕрÿ.» е ытти тĕрлĕ сăмахсемлĕ çырусене шанса та ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ номер çине укçа хума васкать.

Ямăт укçа-тенкĕ енчĕке çăмăллăн кĕрсе ÿкессе те шанас марччĕ. Усал шухăшлă çынсем «Одноклассники», «ВКонтакте» социаллă çыхăнусенчи страницăсем е карас телефонсем çине: «Эсир пысăк укçа-тенкĕ /тĕрлĕ сумма палăртаççĕ/ выляса илтĕр. Саламлатпăр. Халех çак номер çине шăнкăравласа ярăр! Хăвăрăн карта номерне е вăрттăн кодне пĕлтерĕр» тесе хыпар яраççĕ, телефонĕсен номерĕсене пĕлтереççĕ. Вĕсен номерĕсем çине шăнкăравлакансем счечĕ çинчи укçи-тенкине самантрах çухатаççĕ. Банк карттисен номерне, вăрттăн кодне пĕлтерекенсем те укçасăр тăрса юлаççĕ. Çапла вара ултавпа пуякансем Интернетри вируссем пулăшнипе /вĕсене чылай чухне антивируссем те курмаççĕ/, хакерла программăсемпе усă курса «Сбербанк онлайн» урлă ыттисен счечĕ çинчи укçа-тенке хăйсен кĕсйине кĕртеççĕ.

- Çакăн евĕр преступленисем пирĕн районта та тĕл пулаççĕ-и?

- Маларах асăннă преступленисем районта пулманччĕ, анчах та кăçал пĕр тĕслĕх пулчĕ. Района вĕренÿ практикине килнĕ пĕр хĕр «ВКонтакте» сайтра чи çывăх юлташĕнчен çакăн евĕр хыпар илнĕ: «Хамăн банк картти çине укçа-тенкĕ куçарма май килмест, вăхăтлăха санăнни çине куçарасшăн укçана. Мана карта номерĕпе парольне çырса пĕлтер-ха». Карта номерĕпе парольне çырнă хыççăн хĕрачан картти çинчен 6000 тенкĕ çухалнă. Çыру çыраканĕ пачах та юлташĕ мар, унăн страницине çĕмĕрсе кĕрсе унпа усă курнă ултавçă пулнине кайран анчах пĕлнĕ çакскер. Асăннă тĕслĕх ыттисемшĕн тимлĕ пулма сĕнекен витĕмлĕ урок пултăр.

- Ултавçăсен серепине çакланас мар тесен мĕн тумалла халăхăн?

- Чи малтанах ансат правилăсене асра тытмалла. СМСпа килнĕ номерсем çине шăнкăравлама тăхтамалла. Банк карттисен номерне, кодне никама та ан пĕлтерĕр. Укçа-тенкĕ куçармаллине хыпарлакан СМСсем илсен тăванăра хăйне шăнкăравласа лару-тăрăва уçăмлатăр. Карттăн ĕçне чарса лартни пирки хыпарласан хирĕç шăнкăравласа тĕрлĕ операци пурнăçласран асăрханăр, ун вырăнне хăвăр пĕлекен банк уйрăмĕсенчи ĕçченсемпе çыхăнăр.

«Мобильлĕ Банк» пулăшупа çыхăннă телефонпа Интернета кĕни те хăрушă /вируссем сирĕн банк картти çинчи укçа-тенке ют счет çине куçарнине сиссе те юлаймăр/.

Ултавпа çыхăннă информаци пулсан Елчĕкри полици пайне 2-50-02 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Елена ПЕТРОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика