Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя укçаран асăрханар

05 апреля 2017 г.

Суя укçа хатĕрлекенсене тивĕçлĕ айăплав кĕтет. Патшалăх умĕнчи çак йывăр преступлени укçа-тенкĕ тытăмне пырса тивет, çĕршыв экономикине япăх витĕм кÿрет.

Юлашки вăхăтра 1000 анчах мар, 5000 тенкĕлĕх суя укçасем час-часах тĕл пулма пуçларĕç. Ултавçăсем суя укçа-тенке тата та пахалăхлă хатĕрлеме вĕренсе пынăран чылай укçана ультрафиолет пайăркисем «курмаççĕ», инфрахĕрлĕ пайăркасем вара тÿрех «асăрхаççĕ». Ултавлă укçа кашнин аллине лекме пултарасса шута илсе граждансене укçа-тенкĕпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтатпăр.

Суя укçана ытларах чухне суту-илÿ точкисенчен банксене илсе килнĕ хыççăн анчах асăрхани паллă. Çиелтен пăхсан асăннă укçасене чăннисенчен уйăрса илме, чăн та, çăмăлах мар. Çапах та тинкеререх пăхсан уйрăмлăхсене тупма пулатех.

Енчен те ăнсăртран енчĕкре суя укçа пуррине асăрхасан чи малтанах вăл ăçтан тупăнни, ăна камран илме пултарни пирки шухăшламалла, преступникăн паллисене асăрхаса юлмалла,полици пайне 2-50-02 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ямалла. Эсир алăра суя укçа пулнине пĕлсе тăрсах çакăн çинчен никама каламасăр укçана урăх çынна тыттаратăр пулсан, сирĕн тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 186 статйипе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçарĕç.

В.МЕКШЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика