05 апреля 2017 г.
Çуркунне çитнĕ май пĕтĕм тĕнче чĕрĕлет. Пирĕн организм та пысăк хумханусене чăтса ирттерет. Чылайăшĕ çак тапхăрта витаминсем çитменнине, имуннитет вăйсăрланнине, вăй-хал чакнине, яланах çывăрас килнине, ĕшеннине туять.
Чире вăхăтра сиплеменни организма пысăк сиен кÿрет. Грипа ура çинчех ирттерекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, хăлха шыççине, гайморита тата ытти чире те куçма пултарать. Пневмони сывлав органĕсен ĕçне хытă хавшатать. Гриппа хавшанă организма ытларах бактери инфекцийĕ ересси те инçетре мар. Гриппа ытларах ачасемпе ватă çынсем, чĕрепе ÿпкен вăраха кайнă чирĕ пуррисем йывăррăн чирлеççĕ.
Чир ан ертĕр тесен таса уçă сывлăшпа сывлама тăрăшмалла. Кил-çурта, пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Уçă форточкăпа çывăрсан лайăхрах. Сывлăшра уçăлса çÿрени, утни ÿпкене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирĕплетме пулăшаççĕ.
Çанталăк улшăнса тăнă вăхăтра шăнасран сыхланмалла, çи-пуçа çанталăка пăхăнса тăхăнмалла.
Т.ПЕТРОВА,
терапевт врач.