Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Айтăр, калаçатпăр»

05 апреля 2017 г.

Сывлăха сыхлакан пĕтĕм тĕнчери организаци 2017 çулта «Кăмăл пусăрăнчăк, айтăр, калаçатпăр?» тема палăртнă.

Мĕн-ха вăл депресси? Чир е характер вăйсăрлăхĕ?

Врачсем кăмăл пусăрăнчăклăхне хăйне евĕр паллăсемпе палăрса тăракан чирлĕ пулăм, теççĕ. Вăл пăлхану туйăмĕсемпе çыхăннă. Ку вăл психологи туйăмĕ кăна мар. Çапах та пурнăçри событисем те депрессие аталанма пулăшма пултараççĕ. Тепĕр чухне депресси пулăмĕсем тулашри сăлтавсемсĕрех аталанаççĕ. Депресси пĕрре те характер вăйсăрлăхне пĕлтермест. Çак чир çыннăн пĕтĕм психика ĕçне пăсать, çав шутра кăмăл çирĕплĕхне те. Çавăнпа та депрессипе нушаланакан çынна «хăйне алла илмешкĕн» сĕнме те кирлĕ мар. Вăл чире врач пулăшăвĕсĕр çĕнтерме пултараймасть.

Депресси час-часах тĕл пулать-и?

Вăл анлă сарăлнă чирсенчен пĕри шутланать. Паянхи наука çирĕплетнĕ тăрăх, унпа халăхăн 8-20 проценчĕ нушаланать. Хĕрарăмсен хушшинче вăл икĕ хут ытларах тĕл пулать. Çак чире тĕпчекен ученăйсем çапла шутлаççĕ: чылай чухне тупса палăртмасăрах юлать вăл.

Çакна мĕнле ăнланмалла?

Нумайăшĕ вăхăт иртсен кăмăл-туйăм, активлăх шайĕ хăйне хăех вырăна ларасса шанать. Теприсем сывлăхĕ йывăр ĕçре тăрăшнипе тата пăшăрханнипе чакнă тесе шутлаççĕ. Тата ăна хăйĕн вăйĕпе çĕнтерессе шанать. Çакна тума лайăх канни, режима пăхăнни, уйрăмах диетăна тытса пыни кăна пулăшать. Хăшĕ-пĕри хăйĕн сывлăхĕ психика улшăнăвĕпе çыхăннине ăнланать, анчах тухăçлă медицина сыватăвĕ пуррине пĕлмест е тата «иртĕ-ха» тет.

Депресси сăлтавĕ мĕнре-ши вара?

Чирĕн сăлтавĕсем нумай. Унта çын психикине йывăр суран кÿнĕ событи те /çывăх çын йывăр чирлени е вилни, ĕç çухатни, упăшкипе арăмĕ харкашни е уйрăлни, упăшки е арăмĕ ĕçке ярăнни, чир ăруран ăрăва куçса пыни/ кĕрет. Тепĕр пысăк пĕлтерĕшĕ - чĕрепе юн тымарĕсен, ÿпке, пĕвер тата ытти чирсемпе чирлени. Депресси мĕн вăхăта тăсăлни çын ватă е çамрăк пулнипе  çыхăннă. Ытларах 3-4 эрнерен пуçласа темиçе çул таран. Чи кĕски вара икĕ эрнене пыма пултарать. Депресси – шала кайнă чир. Чирĕн паллисем нумай. Врач çынпа  уççăн калаçса тĕпченĕ хыççăн  тĕрĕс диагноз лартать. Унтан  сиплеме тытăнать.

А.МОЛОСТВОВ,
психиатр врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика