01 апреля 2017 г.
Çĕр лаптăкĕсене пĕтĕмпех шута илни бюджетăн тупăш пайне пуянлатассинче тата социаллă ыйтусене татса парассинче пысăк вырăн йышăнать. Çĕре харпăрлăха куçарассипе çыхăннă ыйтусене эпир «Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕ» организацин ертÿçипе А.Теллинпа тĕл пулса хускатрăмăр.
- Ырă кун пултăр, Андрей Леонидович. Çурт-йĕр те, çĕр те яланах халăхăн тĕп пуянлăхĕ шутланнă. Çапах та ялсенчи чылай хуçасăр çуртсемпе хушма хуçалăх çĕрĕсене кадастр учетне илесси тата регистрацилесси вĕçленмен-ха...
- Çапла. Юлашки вăхăтра çак ыйту чи çивĕччисен йышĕнче пулнине пурте ăнкарса ĕлкĕреймерĕç-ши? Тахçанах татса памалла çак ыйтăва, анчах чылайăшĕ çуртне е пай çĕр лаптăкне харпăрлăха куçарма васкамасть. Вăхăт тăсăлса пынă май çак ĕçе пурнăçласси тумхахлăрах та тăкаклăрах пулнине темшĕн ăнланасшăн мар халăх.
Граждансен куçман пурлăх правине илнипе пĕрлех çурт тата пай çĕрĕн чиккисене вăхăтра виçтерсе палăртмалла, унтан ăна кадастр учетне кĕртмелле. Паянхи кун пурлăха харпăрлăха регистрацилессине ансатрах пурнăçлама граждансене федерацин 2006 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче йышăннă 93-мĕш номерлĕ «О внесении изменений в некоторые законодательные акты Российской Федерации по вопросу оформления в упрощенном порядке прав граждан на отдельные объекты недвижимого имущества» саккунĕ, урăхла каласан «Дача амнистийĕ», пулăшать. Анчах та çак саккун 2018 çулччен анчах вăйра пулĕ.
- Паянхи кун тĕлне пирĕн районта мĕн чухлĕ хуçасăр çурт шутланать?
- Хальхи вăхăт тĕлне районти килти хушма хуçалăхăн 86 проценчĕ алла тивĕçлĕ документ илнĕ пулсан, 426 çурта кадастр учетне илсе регистрацилемен. Çав шутран Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче - 90, Çирĕклĕ Шăхаль - 64, Аслă Пăла Тимеш - 62, Кĕçĕн Таяпа - 52, Елчĕк тата Аслă Таяпа - 44, Курнавăш - 35, Аслă Елчĕк - 24, Тăрăм ял тăрăхĕнче 11 çурт шутланать.
2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен куçман пурлăха регистрацилес ĕç тата та ансатланчĕ. Маларах çак ĕçе пурнăçланă чух икĕ тапхăрпа ĕçленĕ пулсан /кадастр инженерĕсем палăртнă ĕçсене пурнăçласан объекта кадастр учетне тăратнă, унтан регистрацилес ĕç малалла тăсăлнă/ халĕ гражданин районти нумай функциллĕ центра пĕр хут пырсах ĕçне вĕçленине палăртар.
- 2018 çулччен çурчĕсене тата пай çĕрĕсене саккунпа çирĕплетсе ĕлкĕрейменнисем мĕнлерех йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултараççĕ?
- Чи малтанах документсене хатĕрлес ĕç кăткăсланать. Çурта регистрацилес тесен строительство тума ирĕк панине ĕнентерекен тата ытти тĕрлĕ справка ыйтаççĕ. Çак хут паянхи кун нихăш харпăрлăхçăн та çуккине асăнар. Палăртнă справкăсенчен пĕри те пулин пулмасан граждансен суд витĕр тухмалла. Çавăнпа та еткерçĕсемпе çурт-йĕр хуçисене 2017 çулталăк вĕçĕччен пурлăха харпăрлăха куçарассипе çыхăннă ĕçе ансат мелпе туллин вĕçлеме чĕнсех калас килет.
- Тепĕр çивĕч ыйту çинче те чарăнса тăрар. Маларах сирĕн организаци хушма хуçалăхăн харпăрлăхçи пулнине ĕнентерекен справкăпа тата техника паспорчĕн копийĕпе тивĕçтеретчĕ. Халĕ çак документсене илме Шупашкара каймалла тенине илтрĕм...
- 2016 çулта муниципалллă унитарлă предприяти шутланакан пирĕн предприяти тулли мар яваплă общество ятпа улшăнчĕ.
Çавна май, саккунра палăртнă йĕркепе килĕшÿллĕн, 2013 çулчченхи архива тата техника паспорчĕсене халĕ эпир пăхăнса тăракан Юстици тата çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин Шупашкар хулинче вырнаçнă «Чуваштехинвентаризация» бюджет учрежденийĕн тĕп çуртне /Бабушкин переулок, 8-мĕш çурт/ куçарма тиврĕ. Справкăсен хакĕсем ÿснĕ. Пирĕн патăмăрта хушма хуçалăх хуçине харпăрлăхçă пулнине ĕнентерекен справкăна 200 тенкĕпе, техника паспорчĕн копине 250-300 тенкĕпе илнĕ пулсан, Шупашкарта пĕрремĕшне 1359 тенкĕпе, иккĕмĕшне 1 страницине 265 тенкĕпе шутласа параççĕ.
- Калаçушăн тавах.
Елена ПЕТРОВА калаçнă.