01 апреля 2017 г.
Виçĕмкун район администрацийĕ çумĕнчи тĕн пĕрлешĕвĕсем енĕпе ĕçлекен канашăн тата национальноçсем енĕпе ĕçлекен канашăн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ, тĕн пĕрлешĕвĕсем енĕпе ĕçлекен канашăн председателĕн çумĕ Антонина Александрова ертсе пынă. Пĕрлехи ларăва канаш членĕсем, вăл шутра Канаш Епархийĕн Елчĕк районĕнчи чиркÿсен пачăшкисем хутшăннă.
Тĕн пĕрлешĕвĕсем енĕпе ĕçлекен канашăн секретарĕ, тĕп библиотекăн пай заведующийĕ Алина Петрова тĕн пĕрлешĕвĕсем енĕпе ĕçлекен канашăн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, район администрацийĕ тĕн пĕрлешĕвĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Тĕрлĕ тĕне тытса пыракан тĕн представителĕсем çынсене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанма, патриотла воспитани пама, гражданла яваплăха ÿстерме, тĕрлĕ тĕне тытса пыракансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнас йĕркене аталантарма хутшăнаççĕ. Пирĕн тăрăхра пурăнакан халăхсен представителĕсем православи тата мусульман тĕнĕсене тытса пыраççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çак ĕçре тĕн представителĕсен, культура работникĕсен, педагогсен пĕлтерĕшĕ пысăк.
Ларура тĕн пĕрлешĕвĕсен канашĕн 2017 çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ.
Канаш Епархийĕн Елчĕкри 4-мĕш округ благочиннăйĕ Александр Сенькин протоиерей Мăнкун эрнинче ирттерме палăртнă мероприятисемпе паллаштарнă. Вăл православи тĕнне тытса пыракансен чи çутă та аслă праçникне тăван киле, урама, тăрăха тасатса тирпейлесе, таса чунпа кĕтсе илме чĕнсе каланă.
Н.АЛЕКСЕЕВ.