01 апреля 2017 г.
Ака, 1
Парти тата общество деятелĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, медальсене тивĕçнĕ Варсонофий Алексеевич АЛЕКСЕЕВ /Кармал/ çуралнăранпа - 105 çул.
Ака, 2
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш АССР халăх художникĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх премийĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Пĕтĕм чăваш наци премийĕн лауреачĕ Владимир Иванович АГЕЕВ /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 85 çул.
Ака, 3
Çар служащийĕ, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, I, II, III степень «Пĕр кăлтăксăр службăшăн» медальсене тивĕçнĕ Альгерий Александрович ИНОХОДОВ /Аслă Пăла Тимеш/ çуралнăранпа - 75 çул.
Ака,5
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ, Кивĕ Эйпеçри шкул учителĕ Любовь Ивановна АЛЕКСЕЕВА /Патăрьел районĕ/ çуралнăранпа – 55 çул.
Общество деятелĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, «Хисеп Палли» ордена, медальсене, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Валерий Васильевич САПОЖНИКОВ /Тĕмер/ çуралнăранпа - 75 çул.
Ака, 6
Педагог, право сыхлавĕн органĕсен ĕçченĕ, юбилей медалĕсене, «Пĕр кăлтăксăр службăшăн» медальсене тивĕçнĕ Василий Иванович ИВАНОВ /Кĕçĕн Таяпа/ çуралнăранпа – 105 çул.
Ака, 7
Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводĕнче ĕçленĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ Николай Анатольевич ВОЛКОВ /Хĕрлĕçыр/ çуралнăранпа - 70 çул.
Учитель, юрăç, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Пĕтĕм чăвашсен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурс дипломанчĕ Вера Федоровна НИКОНОРОВА /Хĕрлĕçыр/ çуралнăранпа - 55 çул.
А.ПЕТРОВ /Кушкă/ хатĕрленĕ.