01 апреля 2017 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 1,5 процент ÿсрĕç. Çавăн пекех пенси балĕн хакĕ 78,58 тенкĕпе танлашрĕ.
Раççей Правительствин 2017 çулхи мартăн 16-мĕшĕнчи 307-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Раççейри пенсионерсен пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçене пысăклатнă май патшалăх тивĕçтерекен пенсисен калăпăшĕ 1,5 процент хăпарчĕ. Тĕпрен илсен, çакă социаллă пенсине, çавăн пекех вăрçă инваличĕсемпе участникĕсен, вилнĕ çар служащийĕсен ашшĕ-амăшĕсен, Ленинград блокадинче пурăннă тата хăш-пĕр категорири çынсен пенсийĕсене пырса тивет.
Вĕсене пенсионер ĕçленипе ĕçлеменнине пăхмасăрах ÿстернĕ.
Пирĕн районта патшалăх тивĕçтерекен пенсисене 565 çын илсе тăрать. Апрельтен пуçласа социаллă пенси вăтамран 113 тенкĕ ÿсет, 7,7 пин тенкĕпе танлашать. Инвалид-ачасен тата I ушкăнри ачаран инвалидсен пенсийĕ 12,1 пин тенкĕ пулать.
Çавăн пекех апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа страховани пенсине индексацилеççĕ - ăна пенси балĕпе хаклаççĕ. Унăн хакĕ 30 пус ÿсрĕ. 78,58 тенкĕпе танлашрĕ. Индексаци хыççăн Чăваш Енре ĕçлемен пенсионерсен ватлăхри страховани пенсийĕн вăтам виçи 30 тенкĕ хăпарчĕ, 12,8 пин тенке çитрĕ. Февралĕн 1-мĕшĕнчен пенси 627 тенкĕ ÿснĕччĕ.
Социаллă тата страховани пенсийĕсен виçи ÿснĕ май, уйăхсерен тухакан тăкаксем 10 миллион тенкĕ, çулталăкне 100 миллион тенкĕ пысăкланаççĕ. Кăçал Чăваш Енре пенси тÿлеме 59 миллиард тенкĕ яраççĕ.
З.ЯКОВЛЕВА,
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи.