29 марта 2017 г.
«Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕнче черетлĕ çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама та, яланхи пекех, тĕплĕн хатĕрленнĕ.
Акана хутшăнакан ялхуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартнă, вĕсене хăйсен ĕçне пĕлсе тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан шанчăклă çынсен аллине çирĕплетсе панă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене, минераллă удобренисене малтанах çителĕклĕ таран кÿрсе килнĕ.
Ялхуçалăх предприятийĕн кашни çулхи ăнăçлă ĕçĕ-хĕлĕпе хавхаланнă механизаторсем хăйсен теветкеллĕхĕпе те палăрнă - минераллă удобрени сапнă çĕрте усă куракан «Туман» йышши агрегат ăсталанă. Анасем çинчен тата кăштах юр ирĕлсенех 220 гектар çинчи кĕр тыррисене тата 460 гектар лаптăкри нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисемпе аптлантарма тухмалла. Çак ĕçе механизаторсем хăйсем тĕллĕн - укçа-тенкĕ ытлашши тăкакламасăрах ăсталанă агрегатпа усă курса пурнăçлаççĕ.
Сăнÿкерчĕкре: Вячеслав Мясников çамрăк ĕç ăнса пынипе хавхаланать.