29 марта 2017 г.
Район администрацийĕнчи ларусен пĕчĕк залĕнче районти наркотика хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă.
Наркомание хирĕç кĕрешесси - пĕрлехи ĕç. Ларура сăмах наркотикпа тата психотроплă хутăшсемпе усă курассине хирĕç кĕрешес тĕллевпе районта пурнăçланакан тĕрлĕ ĕç-хĕл пирки пынă. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ В.Князева, Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн çумĕ А.Карабурнашев, Р.Шакова нарколог тухтăр, Елчĕк район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн аслă методисчĕ М.Чернова тĕрлĕ темăпа тухса калаçнă.
И.АЛЕКСЕЕВА.