29 марта 2017 г.
Раççей Федерацийĕн тĕп прокурорĕ Раççей Федерацийĕн прокуратура органĕсенче предпринимательсене йышăнмалли пĕтĕм Раççейри куна ирттересси пирки хушу кăларнă.
Çавна май предпринимательсене 2017 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа ĕç кунĕ шутланакан кашни уйăхăн пĕрремĕш ытларикунĕнче Шупашкар хулинчи Байдуков урамĕнче вырнаçнă 23а çуртри 407-мĕш пÿлĕмре йышăнĕç.
Пĕрремĕш йышăну кунĕ ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртет. Заявлени паракансене 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен /уяв умĕнхи кун 17 сехетчен/ йышăнаççĕ. Çумра çын камне ĕнентерекен документ пулмалла.