29 марта 2017 г.
Иртнĕ çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнчен федерацин 462-мĕш номерлĕ саккунĕ пурнăçа кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче уйрăм çынсен гражданлăхне палăртмалли право нормисене 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен тăснă.
Вĕсен йышне камсем кĕреççĕ?
- СССР йышĕнче пулнă, 2002 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен Раççей Федерацине пурăнма килнĕ, анчах палăртнă йĕркепе Раççей Федерацийĕн гражданлăхне илеймен çынсем, çул çитмен ачасем, енчен те вĕсем ют çĕршыв гражданлăхĕ е ют çĕршывра пурăнма ирĕк паракан документ çук пулсан;
- СССР йышĕнче пулнă, 2002 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне илнĕ, анчах Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕ енĕпе ĕçлекен полномочиллĕ органĕ каярахпа çыннăн ют çĕршыв гражданинĕ пулнине çирĕплетни пур, çапах та ют çĕршывра пурăнма ирĕк паракан документ çук пулсан.
Асăннă çынсем Раççей Федерацийĕн гражданлăхне пурăнма ирĕк паракан документсăрах илме пултараççĕ.
Ют çĕршыв гражданлăхĕ çук çынсен вăхăтлăха пурăнма ирĕк илме заявлени çырма май пур. Тĕплĕнрех ШĔМĕн Чăваш Республикинчи миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленине - Шупашкар хули, Кооператив урамĕ, 1-мĕш çурт, 42 офис адреспа е 8 /8352/ 62-91-17 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.
А.СОСНОВА,
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн миграци пункчĕн ертÿçи.