29 марта 2017 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, кăçал республикăри çулсене тĕпрен юсама, çул çÿремелли хăрушсăрлăха тивĕçтерме çул-йĕр фондĕнчен 5 миллиард тенкĕ ытла укçа уйăраççĕ. Çак ĕçсене çу уйăхĕнчен кая юлмасăр пурнăçлама пикенмелле.
Хальхи вăхăтра ялсемпе район-хуласенчи, республика витĕр иртекен федераци шайĕнчи автомобиль çулĕсем çинчи шăтăк-путăксене асфальтлă бетонпа хуплас ĕç пырать. Кăçал çуркунне иртерех килчĕ, çавна май çак ĕçсене пурнăçлама та маларах пикеннĕ.
ХАКЛАВ
Николай ПЕТРОВ, район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ:
- Республика Пуçлăхĕ çул-йĕре пахалăхлă тăвасси çине малашне тата пысăк тимлĕх уйăрма кирлине палăртать. Çулсем ытла хăвăрт юрăхсăра тухнин тĕп сăлтавĕ - асфальт хунă чухне ĕç технологине кирлĕ пек шута илменни тесе çирĕплетет вăл.
Апла пулин те Елчĕк районĕнчи çул-йĕр пахалăхĕ япăхах мар тенĕ пулăттăмăр. 2017 çулта та ку енĕпе сахал мар ĕç тума палăртнă: Тĕмер, Вăрăмхăва, Патреккел ялĕсен урамĕсене битумпа хутăштарса вак чул сармалла. Унсăр пуçне, ялсем хушшинчи çул-йĕре /пурĕ 10 объект/, «Елчĕк - Курнавăш» çулне тĕпрен юсамалла.