29 марта 2017 г.
Ачана çамрăкран сывă пурнăç йĕркипе анчах туслаштарма хăнăхтарас ĕçре çемье тата шкул пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Çакă тата ачасене воспитани парассипе тÿрремĕн çыхăннă ытти тема тавра калаçу пуçарас тĕллевпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем «Полици тата ачасем» операцие кашни çулах хастар хутшăнаççĕ.
Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 27-мĕшĕччен тăсăлчĕ. Çак хушăра ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ĕçченĕсем кашни шкулах çитме ĕлкĕрчĕç. Ашшĕ-амăшĕпе тата вĕренекенсемпе, педагогсемпе иртекен тĕлпулусенче саккунсен пуххипе кĕскен палаштарасси те тĕп вырăнта пулчĕ.
Н.КАРАБУРНАШЕВ.