25 марта 2017 г.
Елена Хушкина, шăл тухтăрĕ, Аслă Елчĕк:
- Пурнăç кунран-кун хакланса пырать. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ кашни çемьене пырса тивет. Пус çумне пус хушса пурăнма хăнăхнă ял çынни йÿнĕ хакпа /апрелĕн 1-мĕшĕччен/ район хаçатне çырăнса юлатех пулĕ тетĕп. Пĕр кун лавкка çимĕçне туянмасан та, килте мĕн хатĕрленине çисен те юрĕ. Район хаçачĕсĕр вара пурăнма кичем. Паянах почтальонкăпа тĕл пулатăп.
Всеволод Александров, пенсионер, Тÿскел:
- Пирĕн çемье район хаçатне сакăр теçетке çул çырăнса илет. Малтан атте-анне вуланă, халĕ эпир, тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем, алăран ямастпăр. «Елчĕк ен» хаçатра районăн аталанăвĕ, унăн пултаруллă çыннисем çинчен вуласа пĕлетпĕр. Ултă уйăх тăршшĕ, эрнере икĕ хутчен, килекен район хаçатне куç пек кĕтетпĕр. Район хаçачĕшĕн укçа шеллеместпĕр.