Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ

25 марта 2017 г.

Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ

Акана тухма хатĕрленнине тĕрĕслекен районти комиссипе пĕрле «Урожай» ОООра тата «Рассвет» ЯХПКра пулса куртăмăр, вĕсенче кашни ĕçе пĕлсе йĕркеленине хамăр куçсемпе курса ĕнентĕмĕр.

Пĕлтĕр пурĕ 20000 центнер, 1 гектар пуçне шутласан 28,8 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ «Урожай» ОООри ĕçченсен кăçал та алла пысăк тухăçлă тĕш тырă илес шанăçĕ пысăк. Мĕншĕн тесен пулас тыр-пул никĕсне çирĕп хывса хăварнă: кĕрхи çĕртме сухине чи кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçлама ĕлкĕрнĕ, черетлĕ çуракире пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнакан пĕтĕм лаптăка минераллă удобренипе усă курса акма палăртнă. 

Ялхуçалăх предприятийĕн директорĕ Вячеслав Кузнецов  çуракине  хутшăнакан техникăна хире илсе тухассишĕн Андрей Максимов, Юрий Салабаев, Иван Шорников механизаторсем, Николай Евсеев, Алексей Каширин водительсем çак вăхăтченех тÿрĕ кăмăлпа ĕçленине палăртса каларĕ.    

Районта чи пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерекен «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕнче, «Прогресс» АХО тĕслĕхĕпе усă курса, минераллă удобрени сапакан «Туман» йышши агрегат ăсталанă.

- Техникăна «чун» кĕртме пултаракансене - механизаторсене вĕсен теветкеллĕхĕшĕн тав тумалăх пур, - тет Юрий Мясников председатель.

Хăйĕн ĕçĕнчи чăн ăста - Николай Енедеров тĕп инженер ертсе пынипе Вячеслав Мясниковпа Сергей Игнатьев, Валерий Мясников, Михаил Александров ырă пуçарăва - минераллă удобрени сапакан çак агрегата вырăнта ăсталанине ырласа йышăннă. Ĕçĕ ăнăçлă та пулса тухнă.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов /варринче/ «Урожай» ООО директорĕпе Вячеслав Кузнецовпа тата Николай Евсеев водительпе тĕл пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика