25 марта 2017 г.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕренпе районти ялхуçалăх организацийĕсенче çĕнĕлĕхсене алла илессипе уйрăмах нумай ĕç туса ирттернĕ.
Патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ - каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕпе тата çăмăллăхлă кредитсемпе усă курса çак çулсенче ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнĕ условисенче ĕçлеме хатĕрлесе çитерессипе, çĕнĕ техника туянассипе тивĕçлĕ тÿпе хывнă.
Ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсен кăçалхи тĕллевсем те пысăк: пурĕ 350 миллион ытла тенкĕлĕх 12 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртнă.