25 марта 2017 г.
Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче 5 клуб тата 4 библиотека. Вĕсенче тăхăр çын ĕçлет.
Чăваш Енĕн хальхи вăхăтри культура политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ялта пурăнакан çынна пултарулăх тĕлĕшĕнчен ÿсме, унăн ăс-хакăлне аталантарма майсем туса парасси. Экономика тĕлĕшĕнчен лару-тăру çăмăлах мар пулсан та Чăваш Ен Правительстви культура тытăмне май çитнĕ таран пулăшать. Республикăра культурăпа кану учрежденийĕсене юсас ĕç хĕрÿ пырать. Культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетмешкĕн патшалăхăн, регионăн, муниципалитетăн тĕрлĕ программисем ĕçлеççĕ. 2014 çулта эпир модернизаци проектне кĕрсе 400 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕмĕр. Унпа сцена тумĕ, чăваш костюмĕсем, музыка аппаратури туянтăмăр. 2015 çулта та Чăваш Енĕн яллă вырăнсенчи культурăпа кану учрежденийĕсене юсас программăна хутшăнтăмăр. Пире 739625 тенкĕ уйăрса пачĕç. Унпа культура çурчĕн тăррине тĕпрен юсарăмăр, профнастил витсе хăвартăмăр. Пĕлтĕр те маларах асăннă программăна хутшăнма пултартăмăр. Хальхинче культура çуртне юсама, унăн территорине тирпей-илем кĕртме патшалăх 2124500 тенкĕ уйăрчĕ. Строительсем котельнăй тăррине çĕнетрĕç, çурт умне илем кÿчĕç. Залсенчи штукатурка ĕçĕсене, чÿречесемпе алăксене улăштарнă çĕрте «Стройэнергосервис» ООО ĕçченĕсем пысăк тăрăшулăх кăтартрĕç.
«Эпир ялта культура çурчĕсем тăвас ĕçе пĕлтĕр çĕнĕрен пуçласа ятăмăр. Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенчи клубсем хăйсен пĕрремĕш хăнисене йышăнчĕç те ĕнтĕ. Кăçал тата 4 культура çурчĕ туса хута яма, 31-шне юсама, 25 клуба вара хальхи оборудованипе тивĕçтерме палăртнă».
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.
Тĕрлĕ программăна хутшăнса патшалăхран укçа-тенкĕ уйăрнă çĕрте Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн, район администрацийĕн пуçлăхĕн Николай Миллинăн тÿпи те пысăк. Çавăн пекех Шупашкарти «Стройхозтовары» ООО ертÿçи Владимир Меметов хамăр ялшăн питĕ пысăк, курăмлă ĕçсем пурнăçлать. Владимир Аркадьевич пулăшăвĕсĕр пирĕн пĕр уяв та иртмест. Вăл яланах ялти культурăпа спорт мероприятийĕсене йĕркелеме, юсав ĕçĕсем пурнăçлама пулăшать.
«Яманчурино» ООО тата хамăр тăрăхри хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене ертсе пыракансем те кирек хăш вăхăтра та пулăшу аллине тăсаççĕ. Владимир Рахмуллин ертÿçĕ, акă, Шăмалакри тата Яманчÿрелĕнчи культура çурчĕсене музыка аппаратурисем туянса пачĕ.
Эпир шкул, чиркÿ, ача сачĕн, ваттисен çурчĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса вăй хуратпăр. Вун-вун мероприяти йĕркелетпĕр культура çуртĕнче. Фестивальсемпе конкурссене, куравсене, презентацисене шкул ачисемпе çамрăксене явăçтарма тăрăшатпăр. Çитĕнекен ăрăва мĕн ачаран тăван культурăна, йăла-йĕркене упрама, аталантарма вĕрентсе пырас тетпĕр. Вĕсене тăтăшах ял уявĕсене хутшăнтаратпăр.
Леонид Князев ертсе пыракан акар йыттисен питомникĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ. Кунта канма чăннипех те лайăх. Питомникри чĕрчунсемпе паллашнă май чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕрки те куç умне тухса тăрать. Çĕр-çĕр паха экспонат пуçтарнă Леонид Васильевич унта. Кашни савăт-сапан, тумăн, инструментăн хăйĕн историйĕ. Питомникри хăна çуртне инçетри хуласенчен те канма килеççĕ. Туристсене вырăнти халăхăн йăли-йĕрки, пуян юрри-ташши, ал ĕçĕсем кăсăклантараççĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи «Тайпи» фольклор ушкăнĕ хăнасене чăвашсен илемлĕ юрри-ташшипе паллаштарать. Ушкăна культура ĕçченĕсемсĕр пуçне юрра-ташша хапăл ватăсемпе çамрăксем те çÿреççĕ. Уйрăмах Галина Яковлева, Луиза Власова, Мария тата Владимир Михеевсем, Людмила Дмитриева, Марийăпа Василий Леонтьевсем ырă сăмахсене тивĕçлĕ. «Тайпи» ушкăнăн пултарулăхĕ аталанса пыни савăнтарать. Эпир республикăри, районти конкурссене хутшăнсах тăратпăр.
Атте-анне юратăвне, тăван çĕрĕн сывлăшĕпе чуна кĕнĕ юрă-кĕвĕне халăх патне çитерес енĕпе «Мехел» тата «Сударушки» вокал ушкăнĕсем тимлеççĕ. Юлашки вăхăтра эпир хамăр ушкăнпа Ульяновск, Шупашкар хулисенчи, районти мероприятисене илем кÿретпĕр. Пĕлтĕр вырăс халăх юррисем юрлама çĕнĕ костюм çĕлеттертĕмĕр. Пирĕн репертуар пуян: эпир хамăр программăна тĕрлĕ халăх юррисене кĕртетпĕр.
З.КНЯЗЕВА,
Лаш Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ.
Сăнÿкерчĕкре: «Сударушки» ушкăн.