22 марта 2017 г.
Елчĕкри культура çуртĕнче вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен районти канашĕн пленумĕ пулса иртнĕ. Унта ватăсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăннă.
Малтанах вĕсем культура çурчĕн фойинче авалхи çи-пуç куравĕпе паллашнă. Çавăн пекех культура ĕçченĕсем савăк юрăсемпе савăнтарнă.
Районти ветерансен канашĕн ертÿçи С.Терентьева, пленума уçнă май, канашăн ĕç-хĕлĕн 2017 çулхи планĕпе паллаштарчĕ.
Кăçал - Экологи çулталăкĕ. Çавăнпа ветерансем вăй çитнĕ таран ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пулăшса çынсем хушшинче çутçанталăка упрас, ял территорийĕсене тирпейлĕ те таса тытас енĕпе ăнлантару ĕçĕсене йĕркелемелле. Ветерансен республикăри «Чи лайăх хушма хуçалăх» конкурса та хутшăнма май пур.
Район йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалласа ирттерекен художество пултарулăх смотр-конкурсĕсенче те тивĕçлĕ канури çынсене курмалла пултăр. Амăшĕпе Ашшĕ çулталăкĕнче «Кĕмĕл туй», «Ылтăн туй» йĕркелесе ирттересси, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем çинчен материалсем хатĕрлесси те вырăнти ветерансен канашĕсен тивĕçĕсем пулмалла. С.Терентьева ветерансене тав турĕ.
Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле хак пама, малашлăх тĕллевсене палăртма ветерансен районти канашĕн комиссисен ертÿçисем Н.Павлов, П.Анисимов, А.Сайкина, О.Миронова, Хăвăлçырмапа Тăрăм ялĕсенчи ветерансен пуçламăш организацийĕсен председателĕсем И.Волковăпа В.Кириллов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Анисимова, культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи А.Александрова хутшăнчĕç.
П.Анисимов Р.Харисов ветерана Афганистанри вăрçă инваличĕсен Раççейри обществăлла организацийĕн Хисеп паллине парса чысларĕ.
Иртнĕ çулхи ĕç итогĕсем тăрăх ветерансен Çĕнĕ Пăвари /ертÿçи А.Фомина/, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи /И.Левый/, Курнавăшри /Д.Смирнова/, Аслă Елчĕкри /Е.Ахмерова/ пуçламăш организацисене Дипломсем парса хавхалантарчĕç.
Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи З.Яковлева пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Н.Николаева пенсионерсене пулăшусемпе тивĕçтермелли майсемпе паллаштарчĕç.
Ветерансем кун йĕркинчи ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
О.МИРОНОВА.