22 марта 2017 г.
Туберкулез ернĕ çын вăй-хал сисĕнмеллех йăшни пирки ÿпкелешет, хушăран çан-çурăма шăнтса вĕрилентернипе канăçсăрланать. Ÿт температури 37,50 таран хăпарать. Ÿслĕк пĕр вăхăтра типĕ те, çăра та. Вăл аптăратнă чухне кăкăр шăмми тĕлĕнчен хĕстерсе ыратать.
Туберкулезпа чирлĕ çын ÿсĕрнĕ чухне кунсерен хăйĕн тавра миллиард-миллиард бактери сапалать. Сывланă май вăл тепĕр çын ÿпкине лекет. Хăватлă спирт хутăшне чылай вăхăта чиксен те бактерисем вилмеççĕ. Вĕсем çутăран кăна хăраççĕ. Хĕвелĕн тÿрĕ пайăркисем инфекцие тăватă сехетре тĕпĕ-йĕрĕпе аркатаççĕ.
Ÿпке - çын организмĕнчи чи черчен органсенчен пĕри. Ăна суранлатма нумай та кирлĕ мар. Çавăнпа та ÿпкене вăхăтран-вăхăта тĕрĕслеттерсе тăни, çулталăкра пĕрре флюорографи витĕр тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Туберкулез ан ертĕр тесен кашнийĕн сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, спортпа туслă пулмалла, пирус пачах туртмалла мар. Тĕрĕс апатланни те чир-чĕртен сыхă тăма пулăшать.
Л.КАПЛАМОВА,
районти тĕп больницăри фтизиатр врач.