22 марта 2017 г.
Кăçалхи апрель уйăхĕнчен Чăваш Енре почта тата Перекет банкĕ пенсисене 5-мĕш числоран çитерме пуçлаççĕ.
Маларах пенсисене апрелĕн 3-мĕшĕнчен çитернĕ. Çĕнĕлĕх пенсионерсен 18 процентне пырса тивет, уйрăмах ăна уйăх пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче илекенсене.
Çулсерен пенсионерсен йышĕ ÿссе пынă май, пенсисене тÿлеме федерацин бюджетĕнчен трансфертсем килмелле. Акă, Чăваш Республикинче пенсисене тÿлеме федераци бюджетĕнчен пĕтĕм суммăн 60 процентне уйăраççĕ. Çавна май, почта уйрăмĕсем тăрăх уйăхăн 3-мĕшĕнче паракан пенсисене 5-мĕшĕнче, 4-мĕшĕнчисене 6 тата 7-мĕшĕсенче, Перекет банкĕ урлă пенси илекенсем ăна 3-4-мĕшĕшĕн - 5-мĕшĕнче, 18, 19, 20, 21-мĕшĕсемшĕн 22-мĕшĕнче илмелле.