22 марта 2017 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Прогресс» колхоз никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ Елчĕкри чăх-чĕп фабрики те саманине кура хăйĕн ят-шывне улăштарнă. Хальхи вăхăтра «Канашский» ăратлă чăх-чĕп завочĕ акционерсен обществин Елчĕкри уйрăмĕ шутланакан çак предприяти ялта пурăнакан çынсене питех те кирлĕ пулăшу ĕçĕсемпе - хур-кăвакал, чăх чĕпписемпе тивĕçтерессипе, вĕсене аш-какай валли çитĕнтерессипе тимлет. Унсăр пуçне, унта Елчĕк район территорийĕнче пурăнакан 30 çын яланлăх ĕç вырăнĕ те тупнă.
Хур-кăвакал, чăх чĕпписем сутмалли вăхăт çывхарса пынă май коллективра тăрăшакансен ĕçĕ тата тăкăсланать, яваплăхĕ ÿсет. Ушкăнĕ-ушкăнĕпе хур-кăвакал çитĕнтерекен предприятире пулса курма пире урăх сăлтав та хистерĕ. Раççей Федерацийĕн территорийĕнче маларах та - 2005 çулта пулнă тĕслĕх - çынна та ерме пултаракан хăрушă чир - кайăк-кĕшĕк грипĕ çĕнĕрен сарăлнă вырăнсене тупса палăртни кашни çынна шухăшлаттарма тивĕçлĕ. Пире те пырса тивме пултаракан çак чиртен асăрханса Елчĕкри чăх-чĕп çитĕнтерекен предприятире мĕнле ĕçсем туса ирттернипе кăсăклантăмăр.
Тĕрлĕ чир-чĕр килсе çакланасран асăрханса хупă режимпа ĕçлекен фермăна кашни çын, ют техника таврашĕ пырса кĕреймĕ. Чăх-чĕп пăхакансемпе ытти рабочисем, рейсран таврăннă вырăнти техника та ферма территорине дезбарьерсем урлă анчах кĕме пултарать. Чир кÿрекен микробсене пĕтерме ятарласа вырнаçтарнă çак картлавсене çĕнетсех тăраççĕ.
Кайăк-кĕшĕк грипĕпе ытларах куçса çÿрекен вĕçен кайăксем чирлеме пултарнине асра тытса ферма территорийĕ урлă вĕçсе иртекен кăвакарчăнсемпе курак-çерçисене асăрхасах тăраççĕ. Хур-кăвакалсене усракан витесен алăкĕсене, унта урăх нимĕнле вĕçенкайăк та вĕçсе ан кĕрейтĕр, вĕсем çиекен апата ан астивччĕр тесе, сеткăран тунă. Унсăр пуçне, хăрушă чиртен асăрханса фермăри кайăк-кĕшĕке юн тăрăх тĕрĕслев мониторингĕ тăвасси йĕркене кĕнĕ. Малтанхи çулсенче вĕсене прививка та тунă.
Пысăк ушкăнпа вăй хуракан Елчĕкри кайăк-кĕшĕк ферми пĕчĕк мар. Хурсемпе кăвакалсене 5 витене вырнаçтарнă. Хăйĕн пархатарлă та сумлă ĕçĕпе «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă Любовь Шадрикова управляющи палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра фермăра 3300 пуç хур амипе 1250 аçа, 2300 пуç кăвакал амипе 500 аçа шутланаççĕ. Кăвакал амисен кĕтĕвне кашни 5 çултан çĕнетме тивет - унсăрăн чĕпĕсем вĕтелсе юлма пултараççĕ. Хур аçисене те çаплах - кашни 5 çултан ют фабрикăсенчен кÿрсе килнисемпе улăштараççĕ. Пур чĕппе те инкубатор станцийĕнче кăлараççĕ. Çапла майпа иртнĕ çул халăха 84 пин хур чĕппи, 136 пин кăвакал чĕппи, 12500 бройлер чĕппи сутнă. Вырăнта бройлер чăхăсен ама кĕтĕвĕ çук, çавăнпа вĕсен çăмартисене Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрикинчен кÿрсе килеççĕ.
Хур-кăвакал, бройлер çăмартисене инкубатора хунă ĕнтĕ. Чĕпĕсем тухасса кĕтмелли анчах юлать...
Светлана АРХИПОВА.
Çын ĕçпе сумлă. Любовь Шадрикова управляющипе Антонина Дружинина ветеринари фельдшерĕ, Алина Мясникова, Надежда Соколова, Лариса Убасева кайăк-кĕшĕк пăхакансемпе кормоцех ĕçченĕ, тракторист тивĕçĕсене те пурнăçлакан Геннадий Куприянов та çакнах çирĕплетеççĕ.