Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ кирлех

22 марта 2017 г.

Паян пурте тенĕ пекех Интернетпа усă куратпăр. Уйрăмах çамрăксемпе шкул ачисем ун ăшнех путаççĕ тесен те йăнăш мар. Паллах,  пĕр енчен, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлни лайăх-ха, анчах унти кашни хыпар чăн пулнине пĕлтермест-çке. Тĕрлĕ порталсем, вăйăсем çынна экран умĕнче вун-вун сехет тытма пултараççĕ. Хăрушă вăйăсем ачан пуçне минретеççĕ те.

Юлашки вăхăтра Раççейри çул çитмен ачасем хăйсем çине алă хунине час-часах илтетпĕр. Çак хăрушă утăма тума мĕн хĕтĕртет-ши анлă пурнăç çулĕ çине те тухайман ачасене? Кунта пуçа ватмалли нумай. Юлашки вăхăтра Интернетри соцьсетсенче тĕрлĕ вăйăсем анлă сарăлнине палăртаççĕ, «Кăвак кит» текен вăйă çинчен чылайăшĕ илтнĕ пулĕ. Çак вăййа вылякансем хăйсем çине алă хураççĕ текен шухăш та çÿрет халăхра. Çавăнпа та ача улшăнни, сахал калаçни, хăйĕн «тĕнчипе» пурăнни ашшĕ-амăшне шухăшлаттарма тивĕç. Ывăлăр е хĕрĕр соцсетьре нумай, уйрăмах çĕр çывăрмасăр ларнине курсассăнах ашшĕ-амăшĕн шикленмелле, хăвăрăн тĕпренчĕкĕре куçран вĕçертмелле мар,  ăшшăн-ăшшăн калаçса унăн шухăшĕсене пĕлмелле.

Тĕрлĕ вăйă серепине лекнĕ ачасем унта хутшăннине никама та каламаççĕ. Ку вăл - вăйăсен тĕп правили. Çавăнпа та енчен те ача кит ÿкерет пулсан, ку ырра мар.

Мĕн каламалли: паян чылай ача мĕн пĕчĕкренех алăран планшет ямасть, компьютер умĕнче вăхăта ирттерет. Шкултан килнĕ ачана тĕрĕслекен те çук. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре. Унтан таврăнсан та кил хушшинчи ĕçсемпе аппаланаççĕ. Тепĕр чухне пепки мĕнпе интересленнине тĕрĕслеме вăхăчĕ те çитмест аслисен.

Ача шăпăрт пулмалла мар, унăн ашшĕ-амăшне кун мĕнле иртнине каласа памалла тата ытти те. Ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачин шкулти пурнăçĕпе е ун хыççăнхи ĕçĕсемпе интересленмест пулсан, ача хăйне никам та юратмасть, ăна никам та ăнланмасть тесе шухăшлать. Çавăнпа та вăхăта Интернетра ларса ирттерет. Вăл хăйне Интернетра ирĕклĕ туять. Хăй мĕнле пысăк хăрушлăха çакланасса шутламасть те.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Хамăрăн тĕпренчĕкĕмĕрсен пурнăçĕпе куллен кăсăкланса тăмалла. Ачана чи малтанах çывăх çыннисен ăшши, тимлĕхĕ, юратăвĕ кирлĕ.

Л.САЙКИНА,
педагог-психолог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика