18 марта 2017 г.
Пĕрлехи информаци кунне района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ - Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Николай Малов, Чăваш Енĕн çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Владимир Кузюков, çынсен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн пулăшуçи Сергей Тихонов килнĕ. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулнă хыççăн организацисене, ял тăрăхĕсене тухса кайнă, ĕçлекенсемпе курнăçнă, çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче тишкернĕ ыйтусен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк: уй-хирти çурхи ĕçсене хатĕрленсе ирттересси, çул-йĕр ĕç-хĕлне йĕркелесси, çурхи ейÿ тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярасси, территорисене тирпей-илем кĕртесси, тасамарлăхран хăтăласси, пушар хăрушсăрлăхĕ. Унсăр пуçне «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ пыни, электрон хатĕрĕсемпе усă курса улталанине хирĕç кĕрешни çинчен хускатнă ыйтусем паллă вырăнта пулнă.
Чăваш Еншĕн тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм вăл - Чăваш Наци телевиденийĕн передачисене спутник урлă кăтартма пуçлани. Халĕ «Триколор-ТВ» спутник антенни урлă Чăваш Республикинчи ĕç-хĕлпе пĕтĕм Раççей паллашма пултарать. Ахальтен мар республикăра пурăнакансем çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчи ентешсем те ырă пулăма ырлаççĕ, Чăваш Енĕн Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав тăваççĕ. Пĕрлехи информаци кунĕнче те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çыхăннă ыйту айккинче юлмарĕ.
Николай Маловпа Николай Миллин район администрацийĕнче тата культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç, маларах асăннă ыйтусене хускатрĕç.
Районти ялхуçалăх предприятийĕсем хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче уй-хирти çурхи ĕçсене ирттерме мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пирĕн районта çĕрĕн кашни пусăмĕпе туллин усă курнине, акакан çĕрĕн тытăмĕнче пăрçа тата техника культурисен лаптăкĕсене ÿстерме кирлине палăртрĕ. «Çавăн пекех вăрлăхсен пахалăхĕ те пысăк - хальлĕхе вĕсен 85 проценчĕ ака кондицине тивĕçтерет. Пысăк репродукциллĕ вăрлăхсене илсе килесси те пысăк шайра - 339 тонна хатĕрленĕ. Уй-хирти çурхи ĕçсене пурнăçлама 2300 тонна минераллă удобрени /палăртнин 78 проценчĕ/, 660 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем /98 процент/ турттарнă. Кашни хуçалăхрах çуракине хутшăнакан техника хатĕрĕсене, агрегатсене юсасси вĕçленсе пырать», - пĕлтерчĕ Николай Миллин. Николай Малов Елчĕк районĕнчи çĕр ĕçченĕсем яланах пултаруллă пулнине, малашне те çак хастарлăх чакмассине шанса тăнине палăртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Анисимова ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕн активĕпе, Турă Амăшĕн çуралнин ячĕпе тăракан чиркĕве çÿрекенсемпе, вăтам шкул коллективĕпе, акар йытăсен питомникĕнче тăрăшакансемпе тĕл пулнă.
Акар йытăсен питомникĕнче пулнă май, Владимир Кузюков çуркуннехи сунар сезонĕ апрелĕн 15-24-мĕшĕсенче иртнине, унта хутшăнма ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинче ирĕк илмеллине, сунар йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине пĕлтернĕ, питомник директорĕн Леонид Князевăн ĕç-хĕлне тивĕçлĕ хак панă.
Çынсен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн пулăшуçи Сергей Тихонов полицин районти пайĕнче пулнă, кунта çынсен прависемпе ирĕклĕхĕсене мĕнле хисепленипе, саккунлăха пăхăннипе паллашнă.
Çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
А.КАРЛИН.