18 марта 2017 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пуш уйăхĕн 17-30 мĕшĕсенче ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленнине тĕрĕслемелли тапхăр иртет.
Комисси ĕçне ялхуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ертсе пырать. Ĕнер вĕсем Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче - Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче тата кунти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пулса курнă. Вĕсенче акана хутшăнакан ялхуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартассипе çак вăхăтчен мĕнле ĕçсем туса ирттернипе, вăрлăхпа, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе саппасланас ĕç мĕнле пынипе кăсăкланнă.