18 марта 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн тĕп архитектор должноçне çирĕплетесси пирки Указ йышăннă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕнче палăртнă тăрăх, архитектура тата хула строительствин ĕç-хĕлĕнче пĕрлехи политикăна тытса пырасси, территорисен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кулленхи тата малашлăхри ыйтăвĕсене татса парасси, çынсене ĕçлеме тата пурăнма, канма тивĕçлĕ условисем йĕркелеме пулăшасси тĕп архитекторăн тĕп тивĕçĕ пулса тăмалла.
Сергей ЛУКИЯНОВ, Чăваш Енри архитекторсен канашĕн правленийĕн председателĕ:
- Çакăн пирки темиçе çул каяллах шухăшлама пуçланă пулин те пысăк должноçа пирĕн республикăра анчах çирĕплетмен. Малашне Раççейри ялсемпе хуласене пысăк квалификациллĕ специалистсем аталантарма пуçлĕç.
Владимир ПЕТРОВ, Елчĕк район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ:
- Республикăра тĕп архитектор кирлех. Мĕншĕн тесен паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтермелли тĕрлĕрен объектсемпе çурт-йĕр комплексĕсене хăпартассипе çыхăннă ыйтусене пысăк профессионал шайĕнчи строитель-архитекторсем хутшăнмасăр татса параймăн та. Çавна май республикăра архитектура, хула-ял строительствин ĕçне йĕркелесе пыракан пĕр тĕп çын пулмаллах тесе шутлатăп.