18 марта 2017 г.
Кăçал çуркунне ир килчĕ, юр хăвăрт ирĕлнĕрен автомобиль çулĕсем çинче шăтăк-путăксем ытларах пулнине хамăр куçсемпе куратпăр.
Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, асăннă çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе çак вăхăт тĕлне республика территорийĕ витĕр иртекен федераци çулĕсем çинче 10 пин тăваткал метр лаптăкра асфальтлă бетон хунă. Регионта ку ĕçе 1226 тăваткал метр çинче пурнăçланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсем çинчи вак юсав ĕçĕсене çу уйăхĕнче вĕçлеме хушнă. Ун хыççăнах çулсене тĕпрен юсама пикенмелле. Ĕçе пурнăçлама чăрмав пулмалла мар, Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх çак тĕллевпе республикăн çул-йĕр фондĕнчен 5 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, Елчĕкри - район центрĕнчи çулсем, аслă çулсемпе танлаштарсан, тирпейлĕрех, тасарах та. Анчах начар пахалăхлă çулсем те пур. Вĕсем ытларах ялсем хушшинчи çулсем çинче. Çулсене йĕркене кĕртмелли тапхăр пуçланнă май «ДПМК» «Яльчикское» ООО коллективĕ асфальтлă çулсем çинчи шăтăк-путăксенчен хăтăлас ĕçе ăшă кунсенче тытăнсах пикеннĕ. Кĕске вăхăтра «Елчĕк - Кĕçĕн Таяпа» тата «Елчĕк - Курнавăш» çулĕсем çинчи 220 тăваткал метр лаптăка 30 тонна яхăн асфальтлă бетон хунă.
С.АНАТОЛЬЕВА.