Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асанне арчисенче - аваллăх пуянлăхĕ

18 марта 2017 г.

Асанне арчисенче - аваллăх пуянлăхĕ

Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Елчĕкри культура çуртĕнче «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» регионсем хушшинчи конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Фойери стенасем çине  мăн асаннесемпе асаттесем тăхăннă авалхи пир кĕпесем, сурпансем, кĕскесем, шÿлкеме, тăлăп, саккăрла /çамрăк хĕрĕн тумтирĕ/ çакнă, сĕтелсем  çинче вара - ĕлĕкхипе паянхи эрешпе çи-пуç. Ватă çынсен арчисенчен пĕрремĕш хут кăларнă пир кĕпесем, тĕрĕсем, вырăн, сĕтел çивиттийĕсем лайăх сыхланса юлнă. Районти музей ĕçне йĕркеленĕ çĕрте нумай вăй хунă Аслă Елчĕкри Валентина Вастулова ял çыннисенчен ĕлĕкхи тумсене шыраса тупас тесе нумай тăрăшнă. Вăл Елизавета Филимонова амăшĕн - Ефросиния Бобинан пĕрре те тăхăнман пир кĕписене илсе килнĕ. Çавăн пекех Зинаида Филимонова та хăйĕн пăянамăшĕн - Вера Филимонован кĕпе-тумтирне панă. Кĕпесен пирĕсене тĕрлĕ мелпе тĕртнипе те уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем куравра пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхалĕнчи музейра упранакан хĕрарăмпа арçын кĕписен историйĕ те кăсăклă. Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче тури чăвашсен хĕрарăм кĕпи типтерлĕ упранать. 

Кунтах аваллăха сăнлакан, хуçалăхра усă курнă савăт-сапа, атă-пушмак. Лаш Таяпасем чăвашсен ĕлĕкхи апат-çимĕç - кĕсел, улма пăтти, чукунра пĕçернĕ шаркку, тăвараланă çу хатĕрлеме те, кăпăклă, хăйма пек сăра вĕретме те ÿркенмен. Конкурса хутшăнакан коллективсем пĕринчен тепри илемлĕ те ятуллă. Пурте чăваш çи-пуçĕпе. Яманчÿрелсем, акă, тăла чăлха тăхăнса çăпата сырнă. Пĕрисем авалхи тумсем тăхăннă пулсан, чылайăшĕ  хальхи йышши çĕнĕ, чăваш тĕрриллĕ кĕпесемпе, тĕрĕллĕ тутăрсем çыхнă, тĕрĕллĕ саппун çакнă, хăйсен аллипе эрешленĕ хушпу-тухьяпа, масмакпа. Экспонатсене кашнине алăпа тытса паллашма май пулни мĕне тăрать! Хăшĕ-пĕрне эпир те курман, пирĕн ачасемпе мăнуксем пирки мĕн каламалли;

Конкурса район администрацийĕн культура, информаципе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ Антонина Александрова уçрĕ. Вăл мероприятин тĕп тĕллевне - чăваш çи-пуçне, ĕлĕкхи чăваш тумĕсем упраса хăварнă çынсене ытларах тупса палăртассине, халăхăн иксĕлми йăли-йĕркине çухатмасăр малалла аталантарассине палăртрĕ.

- Елчĕк çĕрĕ мĕн авалтан хăйĕн ăста алăллă çыннисемпе палăрнă. Вĕсен ĕçне паян та тивĕçлипе малалла тăсаççĕ. Районтан тухнă Зинаида Воронова, Татьяна Шаркова /Изратова/, Николайпа Людмила Балтаевсем тата ытти паллă ăстасемпе чăннипех те мăнаçланатпăр, - терĕ Антонина Анатольевна.

Конкурса хутшăнакансене район пуçлăхĕ Ираида Васильева /вăл Яманчÿрелĕнчи «Эткер» фольклор ушкăнне çÿрет, купăса ăста калать, ăна чăн чăваш тумĕпе курма кăмăллă пулчĕ/, Чăваш наци конгресĕн ĕçченĕ Нина Андреева, Чăваш наци конгресĕн Елчĕкри уйрăмăн ертÿçи Николай Малышкин саламларĕç, хамăр йăла-йĕрке йăхран-йăха малалла куçса пытăр тесе тăрăшни ырă пулăм пулнине палăртрĕç.

Уява Елчĕкри «Туслăх» ушкăн хамăр тăрăхри паллă композиторăн Николай Красновăн «Хуркайăксем вĕçеççĕ» юррипе уçрĕ. Солисчĕ - Петр Козлов. Чи малтанах конкурса ертсе паракан, авалхи чăваш хĕрарăмĕн тумне тăхăннă Вера Панкратова хăйĕн çи-пуçĕпе паллаштарчĕ. Пир кĕпипе саппунне, тĕрĕллĕ тутăрне ăна кукамăшĕ, 1910 çулта çуралнă, Кавал ялĕнче пурăннă Перасковья Васильева парнелесе хăварнă.

Яманчÿрелĕнчи «Эткер» фольклор ушкăнĕ 21 çул каялла йĕркеленнĕ. Унта çÿрекенсем сцена çине яланах хăйсен тăрăхĕнчи авалхи кĕпе-тумтирпе тухаççĕ. Акă, Александр Матвеев купăсçă 19 ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчи арçын кĕпине тăхăннă. Ĕлĕк-авал ялта çĕвĕ, атă-пушмак çĕлекен артельсем пулнăран, паянччен ватăсен арчисенче тĕрлĕ çи-пуç кăна мар, эрешсем те упранса юлнă.

Лаш Таяпари «Тайпи» ушкăн хăйсен тăрăхĕнчи авалхи культурăпа нумай кăсăкланни куçкĕрет. Елена Игнатьева 18 ĕмĕрти чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçне, кĕмĕл çĕрĕ-сулă тăхăннине, çивĕч эреш çакнине курсан, çак паха пуянлăха епле упраса хăварнинчен тĕлĕнетĕн. Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕ, халĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăваш культурин обществине ертсе пыракан Олег Мустаев несĕлĕмĕрсенчен куçнă пуянлăхăн тĕслĕхĕсене - хăйĕн мăн асламăшĕн тумĕсене  вăхăтлăха усă курма панă.

Елчĕкри Наталия Романовăна йăхран-йăха куçса пыракан кĕмĕл çĕрĕсем пехиллесе хăварнă. 1813 тата 1870 çулсенче кăларнă укçасенчен хатĕрленĕ çĕрĕсем çамрăкшăн темле мулран та хаклă.

Тăрăмри «Алмантай» фольклор  ушкăнĕн ертÿçи Евдокия Каширина, ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ чухне те, культура ĕçĕнче те ламран-лама куçса пыракан чăваш йăли-йĕркине, ĕмĕртен арча-çÿпçере упракан капăр çи-пуçа халăха кăтартасси çине тимлĕх уйăрнă. Ушкăна йĕркелесенех килрен-киле çÿресе пир кĕпесем пуçтарнă. Унтан ĕлĕкхи юрăсене çырса илсе тухья, хушпу, мăй çыххи, тевет ăсталама тытăннă. Паян маçтăра тухнă Евдокия Леонидовна. Унăн ĕçĕсенче чăваш çыннин пултарулăхĕ, чун-чĕре пуянлăхĕ, сапăрлăхĕ лайăх курăнать.

Çавăн пекех тухья, хушпу ăсталас енĕпе Елчĕкри Лилийăпа Иван Шурбинсем ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем хальхи йышши пуçа тăхăнмалли, ума çакмалли хăйне евĕрлĕ эрешсем хатĕрлеççĕ.

Мĕн пĕчĕкрен ачасене чăвашăн авалхи искусствипе паллаштарас, тĕрĕ тĕрлес ăсталăха вĕрентес енĕпе Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Римма Парферьева, Курнавăшри Светлана Прохорова педагог пысăк тÿпе хываççĕ. Хăйсем çеç мар, вĕсем вĕрентекен ачасем те салфеткăсем тĕрлеççĕ, пуканесене ĕлĕкхи тумсене тĕрлесе тăхăнтартаççĕ.

Вырăскассинчи «Шанăç» халăх фольклор ушкăнĕнчи хĕрарăмсем икĕ аркăллă атлас кĕпесемпе, куçа йăмăхтаракан илемлĕ тĕрĕллĕ саппунсемпе, тутăрсемпе. Галина Кириллова икĕ аркăллă чăваш кĕпин историйĕпе паллаштарчĕ. Асанне-кукамайсен арчи-çÿпçинчи çи-пуç чăннипех те капăр.

Ялсенчен килнĕ фольклор ушкăнĕсем хăйсен тăрăхĕнчи авалхи чăваш халăх юррисене шăрантарни мероприятие тата  илем кÿчĕç. Лаш Таяпари Елена Игнатьева «Тăлăх арăм» юррине çепĕççĕн шăрантарнă, амăшĕ çумĕнче ларакан ачисем çăм чавнине курсан ÿт-пÿ тăрăх сивĕ чупса иртрĕ. Фонограмма çук, чĕрĕ купăс-баян сасси инçете-инçете саланчĕ чăвашлăх уявĕнче. Ахальтен мар чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ,  çĕр пин сăмах...

Республикăри жюри чăваш тумне пилĕк номинаципе хак парать. Районти куравра суйласа илнĕ чи лайăх тумсем, капăрлăхсем мартăн 24-25-мĕшĕсенче Шупашкарти регионсем хушшинчи конкурсăн финалне хутшăнаççĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Хаклав

Нина Андреева, ЧНК ĕçченĕ:

- Елчĕксем авалхи тумсене, капăрлăхсене шыраса тупни савăнтарать.Тĕрлĕ ÿкерчĕксемпе тĕртсе тунă пир кĕписем  уйрăмах илемлĕ. Ытти районсенче капăрлăхсене пит курмарăмăр, сирĕн патăрта вĕсем сыхланса юлнă. Хальхи  вăхăтра ăсталанă хушпусемпе тухьясем савăнтараççĕ. Маттурсем, Елчĕксем.

Николай Малышкин, ЧНК вырăнти уйрăмĕн ертÿçи:

- Районта çакăн евĕр илемлĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ курав пуçласа иртет. Шкул ачисене тăван халăхăн культурипе кăсăклантарас, мăн асаттесен ăруран ăрăва куçса пыракан паха туприне упрас, хамăрăн иксĕлми пуянлăхпа мăнаçланас тесен кашни шкулта, кашни культура çуртĕнче  чăвашлăха сăнлакан кĕтессем пулмалла.

Анатолий Марков, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Кунта Лаш Таяпари «Тайпи» ушкăнĕн купăсçи пулса хутшăнтăм. Чăваш халăхĕн тумĕ, юрри-кĕвви, тĕрри ĕмĕр-ĕмĕр упранасса шанатăп. Паянхи уяв çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Авалхи çи-пуçсене арчаран кăларнă, халĕ вĕсемпе ватти-вĕтти, çамрăксем тĕплĕн паллашчăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика