18 марта 2017 г.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тÿлевсĕр юридика пулăшăвне Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçăн органĕсем тата вĕсене пăхăнса тăракан учрежденисемсĕр, адвокатсемпе нотариуссемсĕр пуçне Чăваш Ен Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕ тата республикăри хуласемпе районсенчи социаллă хÿтлĕх пайĕсем урлă та илме май пур.
Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридика пулăшăвне парасси çинчен» саккунне юлашки улшăнусем кĕртнĕ хыççăн кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен право консультацине илме, правăпа çыхăннă ыйтса çырнисене, ходатайствăсене, ытти документсене хатĕрлеме, çынсен интересĕсене патшалăх тата муниципалитет органĕсенче, организацисенче хÿтĕлеме юридика пулăшăвне илме тивĕçлĕ çынсем социаллă хÿтлĕх пайне те, адвокатсем патне те пыма пултараççĕ. Унсăр пуçне адвокатсем çынсене тавăçсем, административлă шырав заявленийĕсем, пĕтĕмĕшле юрисдикци, апелляци, кассаци сучĕсене заявленисемпе çăхавсем, асăрхав жалобисем хатĕрлеме пулăшаççĕ, судсенче граждансен интересĕсене хÿтĕлеме хутшăнаççĕ.