18 марта 2017 г.
Район прокуратури вĕренĕвĕн 7 учрежденийĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕнчен хистесе укçа-тенкĕ пухнине тупса палăртнă.
Районти шкулсенче ачасенчен шкул валли канцеляри таварĕсене туянма уйăхсерен укçа пухасси йăлана кĕнĕ. Унсăр пуçне, шкулсенче иртекен пухусенче вĕренÿ çурчĕсене тата пÿлĕмсене юсама централизациленĕ расчет счечĕсенче шута илмесĕр сăрăсем, ытти хатĕрсем туянма та укçа-тенкĕ пухасси çинчен калаçаççĕ.
Çак çитменлĕхсене пĕтерме, айăплисене явап тыттарма вĕренÿ пайĕн ертÿçи ячĕпе район прокуратури асăрхаттару тăратнă. Унпа килĕшÿллĕн çитменлĕхсене пĕтернĕ, 5 ертÿçе дисциплинарлă явап тыттарнă.
Асăннă ыйтупа çакна пĕлтересшĕн: вĕренÿ çурчĕсемпе сооруженисене тытса тăрасси, вĕренĕвĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси - вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен полномочийĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕсем хушма укçа-тенкĕ илес тĕллевпе вĕренĕвĕн тÿлевлĕ хушма пулăшăвĕсене пама, çавăн пекех уйрăм çынсемпе юридика сăпачĕсем хăйсен ирĕкĕпе тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрма е парнелеме пултараççĕ. Анчах вĕсене вĕренÿ учрежденийĕн централизациленĕ расчет счечĕсем çине куçармалла.