15 марта 2017 г.
Умра – экзаменсем
ЧР Вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, РФ Юстици министерстви Раççей Вĕрентÿ министерствин патшалăх экзаменĕсен расписанине çирĕплетекен хушăвĕсене регистрациленĕ.
Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне, патшалăх вĕренĕве вĕçленин экзаменне тата патшалăхăн тĕп экзаменне виçĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ. Вăхăт çитичченех йĕркелекен ППЭ пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕçленет. Тĕп тапхăр çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырĕ. Çак экзаменсем яланхиллех географи тата информатикăпа ИКТ предмечĕсен тĕрĕслевĕсенчен пуçланĕç. Экзаменăн хушма тапхăрне /тĕп тапхăрта тĕрĕслев витĕр тухайманнисем валли/ авăн уйăхĕн 5-16-мĕшĕсене палăртнă.
Тата икĕ ФАП уçăлĕ
Республикăра кăçал тата 25 ФАП хута яма палăртнă.
Çакă савăнтарать: вăл шутран пирĕн районти икĕ ял та кĕнĕ. Хăвăлçырма тата Хĕрлĕçыр ялĕсенче пурăнакансен тахçанах кĕтекен ĕмĕт кăçал пурнăçланма шанăç пур. Хальхи йышши оборудованипе пуян çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хальлĕхе пирĕн районта - 7.
«Хăвăнтан тытăнмалла»
Районти медицина ĕçченĕсем ĕç вырăнĕнче те сывлăха упрас тесе «Хăвăнтан тытăнмалла» мероприятисем йĕркелеççĕ.
«Хускану вăл - савăнăç» программăна ĕçе кĕртсе сывă пурнăç йĕркишĕн хытă тимлеççĕ. Тухтăрпа пĕрле уçăлса çÿренисĕр пуçне кашни кĕçнерникун «Улăп» комплексра шывра ишессине ырă йăлана кĕртнĕ сывлăх сиплевçисем.
Хамăрăн пахарах
«Республикăри «Хамăрăнне суйла - хамăрăнне туян» программăпа килĕшÿллĕн районти ялхуçалăх кооперативĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем «Шупашкарти аш-какай комбиначĕ» ОООра пулнă.
Елчĕксем обществăн генеральнăй директорĕпе М.Якушевпа тĕл пулса калаçнă, продукци хатĕрлекен цехсемпе паллашнă.
Тăваттăмĕш хут
Районта ача садне çÿрекенсен «Мистер тата Мисс» конкурс тăваттăмĕш хут иртнĕ.
Шкул çулне çитмен ачасем тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕнче тупăшнă. Тăхăр мăшăра та тĕрлĕ илемлĕ ятсем парса чысланă. Кăçалхи «Мистер тата Мисс» ятсене вара Лаш Таяпари «Улыбка» ача садне çÿрекен Давид Сметанинпа Аниссия Евдокимова тивĕçнĕ.
Шкулсем пуçаруллăрах
Республикăра «Ачасен ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафанĕ вăй илсе пырать.
Ырă та сăваплă ĕçе Елчĕксем чун хавалĕпе хутшăнаççĕ. Патреккел, Çĕнĕ Пăва, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа шкулĕсем марафона хăйсен пулăшăвне кÿнĕ те. Çавăн пекех Исемпелĕнчи А.Романов, Курнавăшри Ю.Смирнов та ырă ята тивĕçлĕ. «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн коллективĕ те марафонран айккине пăрăнмарĕ. Пухмача пирĕн район хальлĕхе 20 пин ытла тенкĕ хывнă. Шанас килет, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче район çыннисем, организацисемпе предприятисем, хуçалăхсем ачасен пуласлăхĕшĕн кар тăрса ырă ĕçе хастартарах хутшăнĕç.
Телевизор кур, радио итле
Чăваш наци телекуравне спутник урлă кăтартма пуçланине Елчĕксем пысăк савăнăçпа кĕтсе илчĕç.
Вăл çеç те мар. «Триколор-ТВ» спутник антеннипе 36-мĕш пускăч çинче Наци радиовне те итлеме пулать. Чăваш чĕлхи, юрри-ташши кунĕпе-çĕрĕпе янăранăран кăмăл çĕкленет.