15 марта 2017 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, потребительсен организацийĕсен пĕтĕм тĕнчери федерацийĕ мартăн 15-мĕшĕнчи кунăн тематикине палăртнă. Кăçалхи девиз - «Цифра тапхăрĕнчи потребительсен прависем».
Хальхи тапхăрта потребитель таварĕсене сутассине, пулăшусем парассине йĕркелессинче «Электрон коммерцийĕ» индустрийĕ аталанни палăрать. Кунта информаципе телекоммуникацин Интернет тытăмĕ паллă вырăнта.
Цифра тапхăрĕнчи потребительсен прависем çинчен мĕн пĕлмелле?
Чи малтанах, дистанци мелĕпе тавар туянатăр пулсан, эсир ăна маларах илмессе е сутаканăн пĕтĕм кăтартăвĕсем пулсан - тавара 7 кун хушшинче тавăрса пама пултаратăр. Енчен тавара тавăрса памалли йĕрке, вăхăт çинчен информаци çук пулсан, тавăру вăхăчĕ 3 уйăха яхăн тăсăлма пултарать. Анчах та кунта çакна шута илмелле - туяннă тавар хăйĕн потребитель пахалăхне, сăнне сыхласа хăвармалла, ăна туянни çинчен ĕнентерекен документ пулмалла. Кунта çавăн пекех тавар чекĕ, квитанци, накладной та паллă вырăн йышăнать.
Иккĕмĕшĕ. Каялла тавăрса панă таваршăн сутуçă тавар туянакана 10 кунтан кая юлмасăр укçине каялла парса саплаштармалла.
Виççĕмĕшĕ. Енчен те тавар туянакана сутуçă начар пахалăхлă е кăлтăклă тавар сутнă пулсан, ăна тавар туянакан тавăрса пама, кăлтăкне тÿлевсĕр пĕтерме, тавар хакне чакарма ыйтма пултарать. Хаклă таваршăн, кăлтăксем пысăк пулсан, ыйтăва тÿрех татса памалла.
Тавар туянакан килĕшĕве пăрахăçласа укçана тавăрса пама ыйтма пултарать. Сутуçă ыйтнă тăрăх кăлтăклă тавара ăна туянакан тавăрса пама тивĕç.
О.ТАКМАКОВА,
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертÿçи.