15 марта 2017 г.
Наркотиксем тата ачасем. Çак сăмахсем аякра тăмалла. Анчах, шел пулин те, халĕ вĕсем çывăхра тăраççĕ. Наркотик хатĕрĕсемпе кăсăкланакан çамрăксен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Вĕсем хушшинче начар лару-тăруллă çемьесенче çитĕнекен ачасем çеç мар, ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене хумхантарман пек çамрăксем те пур. Çак хăрушă пулăма хирĕç кĕрешессине патшалăх хăйĕн тивĕçĕсенчен пĕри тесе шутлать. Кунта библиотекăсем те паллă вырăн йышăнаççĕ.
«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе наркотиксене хирĕç калаçу ирттерчĕç. Унта çын пурнăçĕшĕн хăрушă хатĕрсен сиенĕ çинчен пĕлтернĕ май, кĕнекесен «Ан та тутан» куравне йĕркелерĕç. Çавăн пекех «Наркотиксене çул çук» электрон куравĕпе паллаштарчĕç.