Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслĕх яланах çиеле тухать

15 марта 2017 г.

Юлашки вăхăтра тĕрлĕрен интернет изданийĕнче ĕç рынокĕнчи кăткăс лару-тăру пулнине палăртса çыракан информаци çине-çине тĕл пулать. Вĕсен шучĕпе пирĕн республикăра пурăнакан çынсен 40 проценчĕ ĕçсĕр имĕш. Çак кăтартусем ăçтан?

В.ПЕТРОВ, Елчĕк.

Сирĕн ыйту çине Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ С.П.Димитриев хуравлать:

- Эпир çакăн çинчен  пĕлетпĕр, хăш-пĕр хисеплĕ изданисенче те çак цифрăсене илсе кăтартнинчен, тĕрĕссипе каласан, тĕлĕнетпĕр те.

Пĕрремĕшĕнчен илсен, çак изданисем кăтартусене хăш çăлкуçпа усă курнине палăртакан структурăсем çинчен эпир Чăваш Республикинче те, Раççейри ĕç министерствинче те илтмен. Иккĕмĕшĕнчен, экспертсем тесе палăртакан, пĕчĕк йышра та никамах пĕлмен çак çынсен комментарийĕсем хăйсен шухăшĕ çинче анчах никĕсленнĕ. Апла пулсан, вĕсенче чăннине, тĕрĕссине çирĕплетекен нимĕнле материал та çук. Виççĕмĕшĕнчен, тĕслĕхрен, Чăвашстатăн официаллă кăтартăвĕсем пур, вĕсене шута та илмен. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вĕсем çак материалсенчи пĕтĕм информацие хирĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, 2016 çулхи декабрь уйăхĕ таран тата 2017 çулхи январь, февраль уйăхĕсенче республикăра ĕçлеме пултаракан - 15 çултан пуçласа 72 çулчченхи 627,6 пин çын, çав шутран 595,8 пин çын экономика ĕçĕ-хĕлĕнче тăрăшнине шута илнĕ. Хăйсене экспертсем тесе йышăнакансем мĕнле 40 процент çинчен калаçаççĕ. Çакна вĕсем хăйсем те ăнлантарса пама пултараймаççĕ. Унсăр пуçне, Чăваш Республикинчи Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствине вĕсенчен нихăшĕ те ыйтупа тухман.

Юлашки кăтартусем вара çапла: 2017 çулхи январь уйăхĕнче республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ 4,7 процентпа /Атăлçи Федераци округĕнче - 4,9 процент, Раççей Федерацийĕнче - 5,4 процент/ танлашнă.

Ĕç вакансийĕсен банкĕнче яланхи пекех ĕç паракансем, ĕç ыйтакансемпе танлаштарсан, темиçе хут ытларах. Урăхла каласан, ĕçлес кăмăллă çын валли Чăваш Енре яланах ĕç тупăнать. Хальхи вăхăтра республикăра вăтам ĕç укçи 18 пин тенкĕпе танлашать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика