11 марта 2017 г.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ потребительсен прависене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунра «хĕрÿ лини» йĕркелет.
Мартăн 15-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи Йышăну пÿлĕмĕнче Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ таварсене сутнă, ĕçсене пурнăçланă, пулăшусем панă чухне потребительсен прависене хÿтĕлессипе саккунсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусемпе «хĕрÿ лини» ирттерет. Çынсен ыйтăвĕсене управлени ертÿçи Н.Луговская, потребительсен прависене хÿтĕлекен пай специалисчĕсем хуравлаççĕ. Ыйтусене /8352/ 39-36-81 телефонпа 13-15 сехетсенче йышăнаççĕ.