11 марта 2017 г.
Чăваш Республикинче терроризма хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ. Ăна Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынă.
«Чăваш Енре обществăпа политика лару-тăрăвĕ лăпкăрах. Çакă промышленность, инфратытăмăн объекчĕсене террор акчĕсенчен хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен службăсен тивĕçлĕ ĕç-хĕлĕ. Çапах та пирĕн тимлĕхе çухатмалла мар», - палăртнă М.Игнатьев.
Регион ертÿçи терроризма хирĕç кĕрешекен комисси членĕсене пĕр-пĕрне информаципе тивĕçтерме, лару-тăрăва сăнаса тăма кирлине пĕлтернĕ. «Пĕтĕм шайри влаçсен органĕсен тĕллевĕ - çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе вăхăтлă йышăнусем тăвасси», - тенĕ вăл. Республика Пуçлăхĕ кунта массăллă информаци хатĕрĕсем те паллă вырăн йышăннине палăртнă.
Терроризма хирĕç кĕрешекен республикăри комисси членĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем терроризма хирĕçле профилактика ĕçне вăйлатмалли, пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан объектсене террористсенчен хÿтĕлемелли ыйтусене сÿтсе явнă.